Вторник, 13 октября

Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Киров поселокӗнче пурӑнакансене Ваттисен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра вырӑнти «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗ. Ансамбль ертӳҫи Надежда Краснова ватӑсем валли пуян программа хатӗрленӗ. Ҫур ӗмӗр каялла йӗркеленӗ коллектив малалла аталанса пынине, час-часах ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Унта ҫӳрекенсем чӑваш кӗписене те хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ, тӗрӗсемпе илемлетеҫҫӗ. Галина Филиппова, Галина Можаева, Тамара Журавлева, Валентина Можаева, Галина Лукина, Антонина  Можаева, Вера Ефимова, Валентина Краснова, Надежда Краснова, Нина Краснова — чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем.

Поселокри ветерансен совечӗн председателӗ Г.А.Можаева ватӑсене уяв ячӗпе саламларӗ. Вӑл тӑрӑшнипе поселокри тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Малалла та ӑна  председатель пулма суйласа хӑвартӑмӑр. Пуҫтарӑннисем умӗнче поселокри староста А.П.Краснов та сӑмах илчӗ. Ватӑсем яланах тавралӑха тирпей-илем кӗртес ӗҫе хастар хутшӑннине палӑртрӗ, тав сӑмахӗ каларӗ.

Ватӑсем поселокри краеведени музейне те кӗрсе курчӗҫ. Кунти пуян экспонатсемпе интересленсе паллашрӗҫ.

Ҫак уява ирттерме Н.Г.Самарин спонсорла пулӑшу пачӗ. Ватӑсем ӑна чӗререн тав турӗҫ. Николай Геннадьевич пире яланах пулӑшма тӑрӑшать.

Тулӑх сӗтел хушшинче уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ветерансем иртнине аса илсе чылайччен калаҫса ларчӗҫ, тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

 Тамара Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *