Вторник, 13 октября

Хисепленӗшӗн тав турӗҫ

Аслӑ Ҫӗрпӳел  территори уйрӑмӗ 5 яла пӗрлештерсе тӑрать. Октябрӗн  3-мӗшӗнче вӗсенче пурӑнакан ветерансене  уява чӗнтӗмӗр. Ваттисен кунӗ ячӗпе Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ  Н.А.Соколова саламларӗ.

Ялсенчи ветерансен совечӗсен председателӗсене И.В.Акчурина (Хирти Шӑхасан), М.И. Михайловӑна (Аслӑ Ҫӗрпӳел), Г.Г.Ракчеева (Йӑвашкелпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел)  обществӑлла ӗҫсенче хастар пулнине палӑртса Тав хучӗсем пачӗ.

 Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑна ҫӳрекенсем, культура ӗҫченӗсем  пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Ушкӑнпа чей ӗҫнӗ май ветерансем  пӗр-пӗринпе калаҫса иртнӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Хӑйсене хисеп тунӑшӑн тав туса килӗсене саланчӗҫ.

Ҫакӑн пек уявсем ватӑсене савӑнтараҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ, чунӗсенче ырӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.

Галина Родионова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *