Пурнӑҫра пӗр профессире ҫеҫ ӗҫлекен ҫынсенчен пӗрре тӗлӗнетӗн, тепре мӑнаҫланатӑн. Ӗҫе чунтан парӑннӑ ҫынсем ҫеҫ пӗр вырӑнта ӗҫлеме пултараҫҫӗ тесе шутлатӑп. Вӑл чӑннипех те ҫапла. Акӑ, тӗслӗхрен, Киров поселокӗнче пурӑнакан Нина Михайловна Григорьевӑпа тӗл пулсан, вӑл шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине, ӗҫе чунтан юратнине ӑнланатӑн.
Нина Михайловна каласа панӑ тӑрӑх, сутуҫӑ профессине вӑл ӑнсӑртран ҫеҫ суйласа илнӗ иккен. Комсомольскинчи шкултан вӗренсе тухсассӑн хӗр чи малтанах ялти фермӑра тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищине вӗренме кайнӑ, хурт-хӑмӑрҫӑ пулма ӗмӗтленнӗ. Пӗр вӑхӑт вӑл Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти утарта та ӗҫлесе пӑхнӑ. Пӗр самантра вара юлташ хӗрӗсемпе пӗрле Комсомольскинче сутуҫӑсен курсӗнче вӗренме шутланӑ. Ун хыҫҫӑн вара унӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех суту-илӳпе ҫыхӑннӑ.
-— Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пире тӳрех Лиза Самаринӑпа Дубовка ялӗнче ӗҫлеме шанчӗҫ. Чылай ҫул лавккара ӗҫленӗ Маруҫ аппа (Лаврушкина) пире пӗтӗмпех вӗрентсе пычӗ, ӑнлантарса пачӗ. Тавах ӑна. Ӗҫе ҫӑмӑллӑнах хӑнӑхрӑмӑр. Унтан Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче те ӗҫлерӗмӗр. Сутуҫӑсем отпуска каятчӗҫ те, пире вӗсен вырӑнне хӑваратчӗҫ. Каярах район центрӗнчи универмагра вырӑн пулчӗ. Унта ӗҫлеме куҫрӑм. Вӑл вӑхӑтра тавар сутма тӗрлӗ районсемпе хуласене ҫӳреттӗмӗр. Таҫта та ҫитнӗ ӗнтӗ. Пӗрре ҫапла Ульяновск хулине пусма сутма кайни асрах. Илсе кайнӑ гобелен пусмана пӗтӗмпех сутса пӗтерсе таврӑнтӑмӑр. Ӗҫленӗ, шаннӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнман, плана тултарас тесе тӑрӑшнӑ. Ирлӗ-каҫлӑ ялтан ҫӳреме йывӑр пулни те чӑрмантарман, — каласа парать Нина Михайловна.
1991 ҫулта Нинӑна Кироври лавккан заведующийӗ пулма шанаҫҫӗ. Тӑван ялта вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑрӑшнӑ. Ҫак вӑхӑтра тавар турттарса килме ҫӑмӑл пулманнине те, лавккара кӑмака хутнине те ӑшшӑн аса илет: «Ӳркенмен, таварне лашапа та, автомашинӑпа та, тракторпа та, йӑтса та илсе килнӗ. Ялта пурӑнакансене кирлӗ таварпа вӑхӑтра тивӗҫтерес тесе ӗҫленӗ. Лавкка ҫурчӗ малтан чӑннипех те кивӗччӗ, кайран вара 2001 ҫулта ӑна тӗпрен ҫӗнни туса пачӗҫ. Ӗҫлеме татах та кӑмӑллӑрахчӗ», — аса илет Нина Григорьева.
Ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнӑран, Нина Михайловнӑна пӗрре кӑна мар Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе наградӑланӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, Нина Григорьева — Чӑваш Республикин суту-илӳ сферин Хисеплӗ ӗҫченӗ. Тата вӑл Раҫҫейри потребкооперацине аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ордена тивӗҫнӗ. Унӑн наградисем ҫемье архивӗнче типтерлӗн упранаҫҫӗ. Нина Михайловна 15 ҫул райпо Канашӗн членӗ пулнӑ. Маттур хӗрарӑм 36 ҫул сутуҫӑра тӑрӑшнӑ. Хӑй ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулсассӑн та унӑн пархатарлӑ ӗҫне ачисем тӑснишӗн савӑнать. Ывӑлӗ Эдик райпора водитель пулса ӗҫлет, кинӗ Ирина Кироври лавккара тӑрӑшать. Нина Михайловна вӗсем ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн чунтан савӑнать.
Нина Михайловнӑпа Вадим Викторович Григорьевсем виҫӗ ачана: Эдика, Андрея, Ольгӑна пурнӑҫ парнеленӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Вӗсем пурте юратнӑ ӗҫре тӑрӑшаҫҫӗ. Григорьевсем паянхи кун ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Пурте пӗрле тӑван киле пуҫтарӑнсассӑн чунтан хӗпӗртеҫҫӗ.
Алевтина Ефремова.

