Вторник, 13 октября

Ҫулне кура мар вӑр-вар, пур ҫӗрте те хастар

Ҫулне кура мар вӑр-вар, пур ҫӗрте те хастар

Аслӑ ӑрӑвӑн Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрне халӑх яланах йышлӑн  ҫӳрет. Тивӗҫлӗ   канӑва тухнисем унта пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта  усӑллӑ  ирттереҫҫӗ. Центрӑн чи аслӑ хастарӗсенчен пӗри — Василий Пундяков.

Кӑҫал Василий Пундяков  88 ҫул тултарчӗ пулсан та ҫулне кура мар вӑр-вар, лара-тӑра пӗлмест. Округра иртекен тӗрлӗрен спорт ӑмӑртӑвне ҫитет вӑл, аслӑ ҫулти спортсменсемпе вӑй виҫсе малти вырӑнсене те час-часах йышӑнать. 

Василий Иванович «Кӗмӗл ӳсӗме» ҫӳрекенсемпе шашка-шахмат клубӗ йӗркеленӗ. Вӑл ертсе пынипе пенсионерсем час-часах шашкӑлла, шахматла, чушкӑлла выляс, дартс тата скандинави мелӗпе утас енӗпе тупӑшаҫҫӗ. Ӑна аслӑ ҫултисен центрӗн спорт пурнӑҫне йӗркелесе пыраканӗ тесех калас килет.

В.Пундяков пӗчӗклех физкультурӑпа туслашнӑ. 1957—1959 ҫулсенче, Совет ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра, йывӑр атлетикӑпа интересленсе кайнӑ, хӑйӗн ҫар чаҫӗн чемпионӗ те пулса тӑнӑ. Ҫартан таврӑнсан та вӑл спорта пӑрахман. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш АССРӗн IV ҫуллахи Спартакиадин чемпионӗ ята ҫӗнсе илме пултарнӑ.

Пурнӑҫӗ Василий Ивановичӑн ӗҫре иртнӗ. Вӑл тӑван районти тӗрлӗ хуҫалӑхсенче инженер-механик пулса тӑрӑшнӑ, апла пулин те спорт валли яланах вӑхӑт тупнӑ. В.Пундяков районта иртнӗ ӑмӑртусенчен нихӑҫан та айккинче юлман. Вӑл йӗлтӗрпе чупассипе те, ҫӑмӑл атлетикӑра та, футболла, шашка-шахматла, чушкӑлла выляса та районта малти вырӑнсене пӗрре мар тухнӑ. Халӗ те сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнать, ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнать. «Сывлӑхлӑ пулас тесен пулмаллах», — тет вӑл аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне  ҫӳрекенсене. Хуть те миҫе ҫулта пулсан та спорт, ирхи физзарядка кирлех тесе шутлать вӑл, ҫавӑнпа та пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарма тӑрӑшать.

Василий Иванович творчество енӗпе те маттур. Вӑл чӑвашла сӑвӑсем ҫырать, ҫавӑн пекех «Каҫал ен» хаҫатпа та тачӑ ҫыхӑну тытать — ветерансем хутшӑннӑ мероприятисем, ӑмӑртусем ҫинчен заметкӑсем ҫырса килет.

«Ҫирӗп вӑй-халлӑ та сывлӑхлӑ пулас тесен активлӑ пулмалла, физкультура тумалла», — тет ветеран. Ҫамрӑк ӑрӑвӑн унран тӗслӗх илмелли пурах. 

Ирина Самарина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *