Вулакансене округра «Очаг» управляющи компани ӗҫлеме тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, вӗсен умӗнчи территорисене тирпейлес енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Ун пирки вӗсем хӑйсен телеграм каналӗнче пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Ҫак кунсенче ҫеҫ «Очаг» управляющи компанийӗн ӗҫченӗсем Кабалин микрорайонӗнчи 4-мӗш ҫурт тавра «сенкер ҫулӑм» трубине сӑрланӑ, 15-мӗш ҫуртӑн 1—2-мӗш подъезчӗсен алӑкӗсем тӑррине карнизсем вырнаҫтарнӑ, Канаш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра насос станцийӗ тунӑ, К.Антонов микрорайонӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн канализаци трубисене те улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ҫутӑ лампочкисене ҫӗнетнӗ, подъездсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланӑ.

