Иртнӗ ӗмӗрӗн 60—70-мӗш ҫулӗсенче ялта ҫуралнӑ арҫын ачасенчен чылайӑшӗ пӗчӗкренех хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗ. Ку вӑхӑтра колхозсем ҫӗнӗ техникӑсемпе пуянланма пуҫланӑ, фермӑсене те механизацилеме тытӑннӑ. Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннисем инженера вӗренме кайнӑ. 80-мӗш ҫулсенче вара ПТУсемпе СПТУсем каччӑсене механизатора, водителе вӗренме йыхравланӑ. Шкул сакки ҫинченех аттестатпа пӗрле тракторист-машинист правине илсе тухма май пулни ял ачисене пӗр чӑрмавсӑрах предприятисемпе организацисене, колхозсене ӗҫе вырнаҫма шанӑҫ панӑ. Паянхи кун та округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӗпрен илсен шкулта «Трактор» предметне вӗренсе удостоверени илнӗ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи Ю.А.Белков.
Шкул ҫулӗсенче Юрий ялти чылай ача пекех ҫуллахи каникул кунӗсенче колхозра тӑрӑшнӑ. Лаша кӳлсе утӑ-улӑм турттарнӑ, ытти ӗҫсене хутшӑннӑ. Хӑватлӑ трактор ҫинче ларса пыракан механизаторсем ҫине ӑмсанса пӑхнӑ пулӗ. Хӑҫан та пулсан хӑй те «тимӗр урхамах» рулӗ умне ларасса шаннӑ. ,мӗчӗ унӑн пурнӑҫланнӑ. 40 ҫула яхӑн ӗнтӗ Юрий Анатольевич механизаторта тӑрӑшать. Ҫак ҫулсенче хуҫалӑхра вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсене пурне те асӑнса та, ҫырса та пӗтерме ҫук пулӗ. Кооперативра вӑл пур хирсенче те ӗҫленӗ% сухаланӑ, сӳреленӗ, акнӑ, ҫитӗнтернӗ тыр-пулпа ытти культурӑсене пуҫтарса кӗртнӗ… Хӑй ӗмӗрӗнче унӑн тӗрлӗ маркӑллӑ тракторпа ӗҫлеме тивнӗ. Вӗсене вӑл яланах юсавлӑ тытма тӑрӑшнӑ. Хуҫалӑхра Юрий Анатольевич хушнӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, пахалӑхлӑ пурнӑҫланипе палӑрса тӑрать. Вӑл ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче акакан агрегатпа вӑй хурать. Механизатор пулас тухӑҫ никӗсӗ лайӑх вӑрлӑхран, пулӑхлӑ ҫӗртен ҫеҫ мар, пахалӑхлӑ акнинчен те нумай килнине лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа та ака вӑхӑтӗнче яваплӑха туйса тӑрӑшать.
Тыр-пул пулса ҫитсен ҫулсеренех Ю.Белков «хир карапӗ» ҫине ларать. Хӑй ӗмӗрӗнче вӑл ҫӗршер гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем вырнӑ, пиншер тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ертӳҫӗ хушнипе кӳршӗри хуҫалӑхсене те пӗрре мар пулӑшма кайнӑ.
Эпир пынӑ чухне Юрий Белков комбайнпа куккурус уйӗнче тӑрӑшатчӗ. Ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса ешӗл массӑна автомашинӑсем ҫине тиесе пыратчӗ. «200 гектар ҫинчи куккуруса пахалӑхлӑ пуҫтарма ҫанталӑкӗ ҫеҫ патӑрччӗ», — тет пултаруллӑ механизатор техникӑна тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме тӑрӑшса.
Хастар ӗҫшӗн Юрий Анатольевич колхоз, кооператив правленийӗсен наградисене пӗрре мар тивӗҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн хастар, ӳсӗмлӗ ӗҫӗпе ҫӗнсе илнӗ. Малашне те унӑн техники пӗр тикӗс ӗҫлетӗр, ӗҫӗ ӳсӗмлӗ пултӑр.
Юрий Гаврилов.

