Ялти культура ҫурчӗ — вырӑнти талантлӑ ҫынсене пӗрлештерсе тӑракан пултарулӑх лапамӗ, канӑва усӑллӑ та интереслӗ йӗркелеме пулӑшакан вырӑн. Ял ҫыннисем «культура вучахне» пуҫтарӑнса концертсем, спектакльсем курса киленеҫҫӗ, уявсенче пӗрле савӑнаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртне капиталлӑ юсав хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ял ҫыннисене ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов ӑшшӑн саламланӑ. Хаклӑ хӑнасем хӗрлӗ хӑйӑва касса культура ҫурчӗ килекенсем валли хӑйӗн алӑкӗсене тараватлӑн уҫнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Соколова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ А.В.Тихонов тата ыттисем те сӑмах каланӑ, ялти культура ҫуртне, унта ӗҫлекенсене ҫутӑ малашлӑх суннӑ.
Юсав ӗҫӗсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Ялти клубӑн 1981 ҫулта хӑпартнӑ ҫурчӗ чылай кивелнине кура кунта нумай ӗҫ тунӑ: пӗтӗм коммуникацисене, ҫав шутра электричество пралукӗсене, шыв пӑрӑхӗсене, хутса ӑшӑтмалли тытӑма улӑштарнӑ, ҫуртӑн малти енне илемлетнӗ, ҫӗнӗ санитари узелӗсем вырнаҫтарнӑ, клуба кӗмелли зонӑна ҫӗнетнӗ, пӳлӗмсене шалтан хӑтлӑлатнӑ. Ҫавӑн пекех культура ҫурчӗ яланах ӑшӑ та хӑтлӑ пултӑр тесе ҫӗнӗ газ котельнӑйӗ туса лартнӑ. Пӗтӗмӗшле ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама 33 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Ҫак укҫан пысӑк пайне федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫтернӗ.
Ял ҫыннисем ҫӗнелсе илемленнӗ культура ҫурчӗ тинех алӑкӗсене уҫнӑшӑн питӗ хавас. Кунта халь 200 вырӑнлӑх пысӑк зал тата 50 вырӑнлӑх пӗчӗк зал туса хунӑ. Паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен библиотека тата спортзал та пур. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртне 5 ялта пурӑнакансем ҫӳреҫҫӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Аслӑ Ҫӗрпӳел, Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан тата Йӑвашкел ялӗсен ҫыннисем тӗрлӗ уявсене, концертсене кунта пуҫтарӑнаҫҫӗ. Культура ҫурчӗн территорийӗнче урамри сцена та пур. Унта кӑҫал 94 хутчен культурӑпа массӑллӑ мероприяти ирттернӗ.
Уява пуҫтарӑннисем ҫӗнелсе илемленнӗ культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ концерт курса киленнӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ, «Илем» фольклор ансамблӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем илемлӗ юрри-ташшисемпе пурне те савӑнтарнӑ. Ялти культура ҫуртӗнче яланах ҫакӑн пек хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантӑр, куракансем зал тулли пулччӑр, «культура вучахӗ» яланах хӗмлентӗр.
Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал клуб евӗрлӗ учрежденисене тӗпрен юсама республика бюджетӗнчен 247 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫан пысӑк пайне 13 муниципаллӑ пӗрлешӳри культура ҫурчӗсене юсама янӑ.
Пуҫласа ӗҫе кӗртнӗ «Ҫемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» наци проекчӗпе кӑҫал республикипе пурӗ 16 культура учрежденине юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, ҫав шутра культура ҫурчӗсем ҫеҫ мар, библиотекӑсем те, ача-пӑча искусствӑсен шкулӗ те.
Наталья Калашникова.

