Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча библиотеки модернизаци ӗҫӗсем хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, спорт тата физкультура министрӗ Василий Петров, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Ача-пӑча вулавӑшне «Ҫемье» наци проекчӗ пулӑшнипе ҫӗнетнӗ, ӑна «Этникум» ят панӑ. Модернизаци тӗллевӗ — кашни ачана вулав, творчество урлӑ вӑл Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен пысӑк та туслӑ ҫемйине кӗнине туйма май туса парасси. Уява килнӗ хӑнасем илемленсе хӑтлӑланнӑ библиотекӑн ачасене пур енлӗн аталанма пулӑшакан пайӗсемпе интересленсех паллашнӑ. Кунта «Этномикс» пултарулӑх мастерскойӗ, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма май паракан «Этногостиная», чӑваш халӑхӗ ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме пулӑшакан «Этнограф», пӗрле пуҫтарӑнса ҫемье вулавӗсем е ӑсталӑх класӗсем ирттерме «Круг друзей» кӗтес пур.
Ача-пӑча библиотекин кӗнеке фондне ҫӗнӗ 3575 ытла экземплярпа пуянлатнӑ, ҫав шутра Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пичетлесе кӑларнӑ кӗнекесем. «Этникумра» ҫӗнӗ сӗтел-пукан вырнаҫтарса лартнӑ, компьютерсем, тӗрлӗ тӗслӗ принтер, телевизор, ламинатор, шахматла вылямалли сӗтел туяннӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсем те питӗ илӗртӳллӗ, ҫав шутра «Колибри» программӑпа аппарат комплексӗ, «Муза» интерактивлӑ хӑйӑр сӗтелӗ, «ӑслӑ» ручкӑллӑ тата ҫӑлтӑрлӑ тӳпеллӗ интерактивлӑ глобус.
«Халӗ ача-пӑча библиотеки халӑх йӑлисене тата ҫӗнӗ технологисене пӗрлештерсе тӑракан ҫӗнӗ йышши центр пулса тӑчӗ. Вӑл ачасене хавхалану кӳрекен, таланчӗсене уҫма пулӑшакан, округшӑн, республикӑшӑн ҫитӗнӳсем тума май паракан вырӑн пулса тӑрасса шансах тӑратӑп», — палӑртрӗ Комсомольскинчи тӗп библиотека директорӗ Инна Ядрова.
Ҫак кун республикӑри округсенче тата 5 модернизациленӗ библиотекӑна уҫнӑ. Вӗсем Элӗк, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Вӑрнар тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче вырнаҫнӑ.
«Хальлӗхе республикӑра ҫакӑн пек 36 учреждени, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тата 4-шӗ уҫӑлӗ. Кашни муниципаллӑ пӗрлешӳрех ҫӗнӗ ӑру библиотеки пулӗ. 2030 ҫул тӗлне республикӑри кашни тӑваттӑмӗш библиотекӑран нумай функциллӗ культура центрӗсем тума планлатпӑр. Ҫитес вӑхӑтра федераллӑ центртан тата 7 библиотекӑна ҫӗнетме 70 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне республика бюджетӗнчен тепӗр 7 библиотека валли укҫа-тенкӗ уйӑрас тӗллевлӗ. Ҫапла 2026 ҫул вӗҫнелле тата 14 вулавӑш тӗпрен ҫӗнелсе хӑтлӑланӗҫ», — палӑртрӗ республика ертӳҫи Олег Николаев.
Ҫӗнӗ йышши ача-пӑча библиотеки паянхи кун ыйтӑвне туллин тивӗҫтерекен вырӑн, кунта халӗ хӑтлӑ та илемлӗ. Тӗрлӗ енлӗ аталанма, мероприятисем йӗркелеме пур услови те пур. Ачасен тавракурӑмне пуянлатма мӗн тӗрлӗ кӗнеке-журнал пур пулӗ. Ҫитсе курӑр «Этникума»! Хӑвӑр курса, хӑвӑр хаклӑр вулавӑша.
Светлана Каликова,
Чӑваш Республикин культура министрӗ:
«Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тимлӗх уйӑрнипе тата пулӑшнипе пирӗн сулмаклӑ «Перезагрузка библиотек» проект малалла тӑсӑлӗ. Кашни ҫулах ачасене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, хӑйне евӗр пултарулӑх мелӗсемпе усӑ курма май паракан ҫӗнӗ, ҫутӑ, паянхи кунпа килӗшсе тӑракан хутлӑхсем уҫма планлатпӑр. Кашни ҫакӑн пек библиотекӑна хӑйне уйрӑм, ятарлӑ дизайн-проекта тӗпе хурса тӗрлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтеретпӗр. Хӑшӗ-пӗрисенче анимаци студийӗсем, видео тата сасӑ ҫыртармалли студисем, лабораторисем (уйрӑмах аграри библиотекисенче) пур. Эпир ку таврашра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ҫак учрежденисене май пур таран интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ тума тӑрӑшрӑмӑр».
Алевтина Ефремова.

