Вторник, 13 октября

Пуҫтарӑнса канашланӑ

Пуҫтарӑнса канашланӑ

Нумаях пулмасть округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен канашӗн черетлӗ пленумӗ  иртрӗ.  Пленума   округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ялсенчи ветерансен Канашӗсен председателӗсем, обществӑлла канаш членӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Пленумра чи малтанах ветерансене уй-хир  ӗҫӗсем епле пыни ҫинчен округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экономика пайӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин  каласа пачӗ.  «Кӗтне» ФСК ӗҫӗ-хӗлӗпе, тӑтӑшах йӗркелекен мероприятисемпе С.Орлов тренер паллаштарчӗ.

Округри ветерансен Канашӗн членӗсем В.Пундяков, Е.Карпеева тухса калаҫрӗҫ, хумхантаракан ыйтусене хускатрӗҫ. Ветерансен пӗрле пуҫтарӑнсан канашламалли чылай% ҫитес вӑхӑтра  пуҫламӑш организацисенче  суйлавпа отчет пухӑвӗсем ирттермелле, ноябрь уйӑхӗнче конференци пулӗ. «Искра» колхоз ветеранӗсен пуҫламӑш организацийӗн  председателӗ  Л.Макарова Раҫҫейри ветерансен Канашӗн  «Чи лайӑх пуҫламӑш организацийӗ» конкурсне хутшӑнса Чӑваш Республикин ветеранӗсен Канашӗн дипломне тивӗҫрӗ. Ӑна пленумра  чысларӑмӑр.

Юрий Тимофеев,

ветерансен Канашӗн председателӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *