Юлашки ҫулсенче округра пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртнӗ май ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнса пырать. Халӑх вырӑнта ӑҫта мӗн тумаллине хӑй суйласа илет. Патшалӑх пулӑшнипе, ҫынсем хӑйсем тӑрӑшнипе урамсенче ҫулсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем тӑваҫҫӗ, масарсене тирпей-илем кӳреҫҫӗ…
Ҫак кунсенче вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Ниме — халӑх бюджечӗ» программипе килӗшӳллӗн пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе усӑ курса Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ялти чиркӳ тавра тирпей- илем кӗртнӗ. Унта пыракан ҫула брусчатка сарнӑ, карта тытса ҫавӑрнӑ, саксем вырнаҫтарса лартнӑ. Халӗ ку вырӑн хӑйӗн хитрелӗхӗпе, тирпейлӗхӗпе куҫа илӗртекен вырӑн пулса тӑнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Ниме — халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ проектпа кӑҫал 48 вырӑнта тӗрлӗ ӗҫсем тума палӑртнӑччӗ. Вӗсенчен чылайӑшне пурнӑҫланӑ та. Ку проект малалла ӗҫлет. Ҫитес ҫул ҫӗнелсе хитреленнӗ вырӑнсем округри ялсенче татах та хутшӑнӗҫ.
(ХАМӐР ИНФ.).

