Кӗркуннен пӗрремӗш кунӗ ҫуллахи кунсене аса илтерсе уяр та хӗвеллӗ тӑчӗ. Ҫакӑ округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ҫӗр ӗҫченӗсене яра кун уй-хирте тухӑҫлӑ ӗҫлеме май пачӗ.
«Восток» ял хуҫалӑх предприятийӗн хирӗсенче те ҫак кун хӗрӳ ӗҫ шавӗ тӑратчӗ. «Икӗ-виҫӗ кун уяр ҫанталӑк тӑрсан тыр-пула йӑлтах пуҫтарса кӗртетпӗр», — терӗ хуҫалӑх ертӳҫи В.Г.Михеев. Руслан Михеев тытса пыракан комбайн ҫурхи тулӑ уйӗнче ӗҫлетчӗ. Роберт Белков водитель тырра йӗтем ҫине турттаратчӗ. Кӑҫал тырӑ ӑнса пулнӑ. «Тырӑ хумалли складсем тулса пыраҫҫӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 40 центнер патнелле ҫывхарать. Пуҫтарса кӗртмелли татах та пур-ха. Ҫурхи тулӑ ӑнса ҫитӗннӗ», — палӑртрӗ Валерий Геннадьевич шултра тыр-пул пӗрчисене алла илсе.
Йӗтемсем ҫинче килнӗ тырра ҫийӗнчех алласа, сӑвӑрса, тасатса пыраҫҫӗ. Хырхӗрринчи йӗтем ҫинчи ӗҫсене Сергей Белков йӗркелесе пырать. Вӑл хӑех заведующи те, тырӑ тасатакан машинӑсене те пӑхса ӗҫлеттерсе тӑрать. Татьяна Антонова, Вера Шикова, Зоя Белкова, Надежда Михеева, Галина Петрова ӗҫченсем тырра тасатнӑ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Таса тырӑ «сӑрчӗ» ӳссех пырать.
Вӑрманхӗрри Чурачӑк йӗтемӗ ҫинче те ӗҫ «вӗресе» тӑрать. Кунта тырра сортласах пыраҫҫӗ. Мария Ятманова, Валентина Михеева, Алевтина Коновалова тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ӗҫӗ те ӑнать. Владимир Петров хӑех килнӗ тырра складсене вырнаҫтарса пырать.
«Восток» ял хуҫалӑх предприятийӗ округра нумай выльӑх-чӗрлӗх тытакан хуҫалӑхсенчен пӗри. Кунта сӑвакан ӗнесем анчах 293 пуҫ. Вӗсенчен тулӑх продукци илес тесен апат чылай хатӗрлеме тивет. Хуҫалӑхра кӑҫал ҫителӗклӗ сенаж хывнӑ, паха утӑ хатӗрленӗ, улӑма тюкласа склада кӗртнӗ. Эпир пынӑ кун кунта куккурусран силос хурас ӗҫ пыратчӗ. 200 гектар ҫинчи ҫак культура хӳхӗм ҫитӗннӗ. Юрий Белков механизатор ӑна вырнӑ ҫӗрте тӑрӑшатчӗ. Андрей Петровпа Олег Корнилов водительсем ешӗл массӑна силос траншеине турттарса тӑратчӗҫ.
«Ӗҫ нумай. Ҫанталӑк панӑ пулсан чылайӑшне халиччен вӗҫлемеллеччӗ. Механизаторсемпе водительсем ҫитменни те чӑрмантарать. Пӗр механизаторӑнах темиҫе техникӑпа ӗҫлеме тивет. Кӗр тыррисем акма та вӑхӑт ҫитрӗ. Ӑна кашни ҫулах 300 гектар акса хӑвараканччӗ. Ку культура кашни ҫулах тухӑҫлӑ ҫитӗнет. Кӑҫал уйрӑмах аван тухрӗ», — сӑмахне малалла тӑсать Валерий Михеев председатель.
Ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫлес хавхаланӑвӗ пысӑк. Анчах та ҫав кунах каҫ енне сулӑнсан пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ. Ҫумӑр тепӗр кун ирхине ҫуса анасене йӗпетсе хӑварчӗ. Техника хире кӗрейменнипе ӗҫ каллех чарӑнса ларчӗ.
Уяр кунсем ҫитсен «Восток» ЯХПК хирӗсенче ӗҫсем вӑй илӗҫ. Кунти ӗҫченсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

