Вторник, 13 октября

Чӑваш ҫӗрӗн пуянлӑхӗ иксӗлми

Чӑваш ҫӗрӗн пуянлӑхӗ иксӗлми

Чӑваш Республикине  Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килсе кайнӑ.  Вӑл малтан Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ.  Вӗсем республика агропромышленноҫ комплексӗн пуласлӑхне тишкернӗ.

Оксана Лутпа Олег Николаев Шупашкар округӗнчи «ЧебоМилк» компани ӗҫӗпе те паллашнӑ.  Унта Пӗтӗм Раҫҫейри ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх аукционне йӗркеленӗ.  Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх,  мероприятие Владимир,  Свердловск,  Новосибирск,  Ярославль,  Воронеж,  Курск,  Липецк,  Омск,  Калининград,  Мускав,  Ленинград облаҫӗсенчен,  Коми,  Тутар,  Мари,  Пушкӑрт республикисенчен 130 ытла ҫын хутшӑннӑ. 

Оксана Лутпа Олег Николаев Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн тата хӑмла производстви енӗпе ӗҫлекен центр лабораторийӗн ӗҫне тишкернӗ.  Центрта сывӑ хунав хатӗрлемелли технологие ӗҫе кӗртеҫҫӗ.  Вӑл ҫулталӑкра 50 пин таран тӗмӗ ҫитӗнтерме май парать.  Кунта «симӗс ылтӑн» туса илмелли агрегатсен опытлӑ тӗслӗхӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ.  Халӗ центр хӑмлан 9 сортне ӗҫе кӗртес,  «Балтика-Агро» обществӑпа пӗрле пӗрлехи селекци программине хатӗрлес тӗлӗшпе тӑрӑшать.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Чӑрмав пӗрре ҫеҫ мар сиксе тухрӗ пулин те республикӑн ял хуҫалӑхӗ лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталанчӗ.  Пирӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ кӑтарту — Чӑваш Енре туса илнӗ тӗп продукципе республикӑра пурӑнакансене 100 проценчӗпех  тивӗҫтерни,  ял ҫыннисен тӳпине 35 процентран чакарманни пулчӗ».

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *