Вторник, 13 октября

Йышӑну пулать

Йышӑну пулать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег  Николаевӑн пуҫарӑвӗпе кӑҫал хута янӑ проектсенчен пӗри — «Шаг в мирную жизнь». Ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Августӑн 7-мӗшӗнче 14 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен  Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра Чӑваш республикинчи тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен эксперчӗсенчен тӑракан «Десант поддержки» ушкӑн специалисчӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене хумхантаракан ыйтусемпе йышӑнаҫҫӗ.

Йышӑнӑва килес текенсен малтан 8(83539) 5-12-67, 8(83539) 5-25-22 телефонсем урлӑ е Комсомольскинчи Заводская урамри 57-мӗш ҫуртри 7-мӗш кабинета (мобилизациленӗ граждансен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусемпе ӗҫлекен координаци центрӗ) ҫитсе ҫырӑнмалла.

Ирина ДОЛГОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *