Вторник, 13 октября

Александр Исаев: «Вӑй пур чухне ӗҫлесчӗ»

Иртнӗ ӗмӗрте ҫуралнӑ ҫыннӑн ачалӑхӗ колхозпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех вӗсем ҫуллахи каникулта уй-хирте е йӗтем ҫинче ӗҫленӗ. Ҫакӑ вӗсене мӗн пӗчӗкренех яваплӑха туйма, пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме хӑнӑхтарнӑ. Паянхи кун та ун пек ҫынсем ял хуҫалӑхӗнче  тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Александровка ялӗнче пурӑнакан Александр Исаев та ялти нумай ача пекех мӗн пӗчӗкренех техника патне туртӑннӑ. Совет ҫарне каяс умӗн вӑл ДОСААФ урлӑ Канашра водителе вӗренсе тухнӑ. Службӑна Германире ирттернӗ хыҫҫӑн хулана кайма шутламан, тӑван «Россия» колхоза ӗҫе кӗнӗ. Ӑна малтанлӑха «ГАЗ-51» маркӑллӑ автомашина шанса панӑ. Ун хыҫҫӑн темиҫе тӗрлӗ техникӑпа та ӗҫлеме тӳр килнӗ, 1970—1980 ҫулсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче водительсем валли ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫ нумай пулнӑ. Колхоз продукцине турттарнипе пӗрлех транспорт ыйтма хуҫалӑхра ӗҫлекенсем те чылайӑн правленине пынӑ та вӗсен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерме тивнӗ. Вӑл ҫулсенче ялта пурӑнакансем ҫӗнӗ ҫуртсем нумай ҫӗкленӗ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Вӗсем валли строительство материалӗсем илсе килмелле пулнӑ. «Пирӗн колхоз пысӑкччӗ. Автомашинӑсем анчах 50 ытла пулнӑ. Апла пулин те халӑх черет тӑрса транспорт кӗтетчӗ. Кашни кунах рейса тухаттӑмӑр. Ҫавӑнпа та автомашинӑна яланах пӑхса тӑнӑ, кӑлтӑксем пулсан ҫийӗнчех пӗтерме тӑрӑшнӑ. Вырма вӑхӑтӗнче сӗм ҫӗрлене юличчен ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра комбайнерсем хушшинче те, тырӑ турттаракан водительсем хушшинче те ӑмӑртусем йӗркелеччӗҫ», — аса илсе калаҫать Александр Филиппович. Ҫав ӑмӑртусенче А.Исаев та ытларах ӗҫ туса мала тухнӑ. Колхоз правленийӗн Хисеп грамотисене, хаклӑ парнисене тивӗҫнӗ.

Ҫӗршыв рынок экономикине куҫнӑ тапхӑрта колхозсене те ҫӑмӑлах килмен.  Шӑпах вӑл вӑхӑтра темиҫе яла пӗрлештерсе тӑнӑ «Россия» колхоз та пайланма пуҫлать. Тӗп хуҫалӑхри ялсенче пурӑнакансем «Мир» ял хуҫалӑх предприятийӗ туса хураҫҫӗ. Каярахпа «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ ят параҫҫӗ.  Хуҫалӑх кирек мӗнле формӑллӑ е ятлӑ пулсан та унӑн тӗп ӗҫӗ яланах тырпул, тымарҫимӗҫ, выльӑх апачлӗх культурӑсем ҫитӗнтересси, вӗсене тӑкаксӑр пуҫтарса илесси пулса тӑрать.  Александр Филиппович яланхиллех ирхине ӗҫе васканӑ, автомашинӑна пӑхса янӑ хыҫҫӑн рейса тухнӑ. Вӑл 50 ҫул руль  умӗнче ларса автомашинӑпа миҫе километр чупнине, миҫе тонна тиев турттарнине шутласа та кӑларма ҫук пулӗ. Халӗ вӑл тивӗҫлӗ канура. Апла пулсан та «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тӑрӑшать.

«Ӑста водитель пулнине,  вӑл хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине пӗлетӗп те, ӑна кооператива пулӑшма ыйтрӑм. Автомашинӑна юсавлӑ тытать. Хуҫалӑхшӑн хӗрӳ вӑхӑтсенче тӑрӑшса ӗҫлет», — терӗ ун пирки Александр Грачев ертӳҫӗ.

Александр Филипповича вырма вӑхӑтӗнче хирте тӗл пултӑм. Ҫулсенче пулсан та хӑйне ҫирӗп тытать. «Вӑй пур чухне ӗҫлесчӗ-ха», — терӗ вӑл. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарчӗ. Малашне те сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр, вӑл тытса пыракан автомашина яланах тикӗссӗн чуптӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *