Июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче калчасем пӑхма тухнӑ округри специалистсем «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсене лайӑх хак панӑччӗ. Тикӗссӗн шӑтса тухнӑ калчасем илемлӗн ешеретчӗҫ. Халӗ, хирти ҫулсем тӑрӑх пыратпӑр та уйсене сарӑ тӗс ҫапнӑ. Кассӑн-кассӑн килсе вӗрекен варкӑш ҫилпе пӗр тикӗссӗн хумханса лараҫҫӗ. Акӑ, «Московская-38» ҫурхи тулӑ тулли пучахӗсене йӑтайми ларать. «Кӗҫех ӑна та вырма тухмалла», — тет кооператив председателӗ Александр Грачев. Тепӗр ҫӗрте «Память Родины» урпа уйӗ ҫӳллӗ хунавӗсемпе, тулли пучахӗсемпе куҫа илӗртет. Сӗлӗ хирӗ те пысӑк тухӑҫ пама шантарса вырса илме вӑхӑт ҫитессе кӗтет. «Ленинградец-156» сорт куккуруса пуҫтарса иличчен вӑхӑт нумай-ха. Вӑл 2 метра яхӑн ӳссе ҫӗкленнӗ, тӗл-тӗл пуҫӗсене (початка) те кӑларма пуҫланӑ. Куккурус ҫулҫисем сарлака, тунисем ҫумӗпе татах та хунавсем янӑ. Ку уя кӗркунне нумай тислӗк тӑкнӑ, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ.
Кооперативра вырма пуҫланнӑ. Июлӗн 22-мӗшӗнче кунта 140 гектар ҫинче ҫитӗннӗ кӗрхи туллӑн 100 яхӑн гектарне пуҫтарса та илнӗччӗ. Кӗр тырри хальлӗхе кашни гетартан 33 центнер тухӑҫ парать. Комбайнпа Руслан Алексеев ӗҫлет. Александр Исаевпа Сергей Грачев водительсем тырра йӗтем ҫине турттарса тӑраҫҫӗ. Кунта вӗсене Антон Алексеевпа Леонид Зайцев кӗтсе илеҫҫӗ, ҫийӗнчех тырра тасатса пыраҫҫӗ. Владимир Петрушкин ӑна складсене турттарса тӑрать. Евгений Поляков вӗсене пулӑшать.
Хуҫалӑхӑн кӑҫал пурӗ 700 яхӑн гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илмелле. Вӗсем хушшинче фураж валли ятарласа вика, сӗлӗ, урпа, тулӑ хутӑшӗ акнӑ лаптӑксем те пур.
Нумай ҫул ӳсекен курӑксем кооперативра 217 гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене пӗрремӗш хут ҫулса пуҫтарса илнӗ, сенаж, утӑ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш хут ҫулнӑ курӑка та пуҫтарса кӗртесси вӗҫленсе пырать. «Выльӑх апачӗ пӗлтӗрхи те юлнӑччӗ. Кӑҫал тата виҫӗ шӑтӑк сенажпа тултартӑмр. 2700 тонна ҫак паха апата хатӗрлерӗмӗр. Кӗркуннене хирӗҫ тата силос хуратпӑр. 100 тоннӑна яхӑн утӑ янтӑланӑ — пӗлтерет председатель. Выльӑх апачӗ хатӗрленӗ ҫӗрте Владимир Краснов, Алексей Кокшин, Сергей Грачев, Александр Исаев, Альберт Гисматуллин, Дмитрий Александров, Григорий Смирнов механизаторсем тӑрӑшса ӗҫленӗ. Вӗсемех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене те вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Кооперативри ӗҫсемпе пӗрлех кӳршӗри Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи фермера ҫӗрсене сухалама, акма, удобренисем сапма та пулӑшнӑ. Механизаторсем пултаруллине палӑртнӑ май председатель ирсерен фермӑна васкакан, унти ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлакан Сергей Падюкинпа Денис Владимиров механизаторсене те ырӑпа асӑнчӗ.
«Ҫанталӑк парсан мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пуҫтарса кӗртӗпӗр. Ҫакна тума пирӗн пур майсем те пур», — ҫирӗплетрӗ ертӳҫӗ сӑмахне И.З.Диканеев тӗп агроном.
Юрий Михайлов.

