Вторник, 13 октября

Ҫумкурӑк ашкӑрать, тавралӑх япӑхать

Ҫумкурӑк ашкӑрать, тавралӑх япӑхать

Хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан вырӑн илемлӗ  пулни кашниншӗнех лайӑх. Анчах илем вӑл капӑр ҫурт-йӗр, тикӗс ҫулсем анчах мар урамсен тасалӑхӗпе тирпейлӗхӗ те.

Округри ялсенче автомашина ҫӳрекен  ҫулсене вак чул сарса хытарнипе йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра лачака ҫӑрӑлмасть. Халӗ тепӗр «тӑшман» хутшӑнчӗ. Унччен улӑх-ҫарансенче, ҫырма-ҫатрара  ҫеҫ ӳснӗ курӑк ялсен урамӗсене те тапӑнчӗ. Мӗн кӑна ӳсмест унта! 40-50 ҫул каялла урамсенче сысна курӑкӗ ҫеҫ ытларах сырса илнӗччӗ. Карта хӗррисемпе вӗлтӗрен, пиҫен пуҫӗсене ҫӗклекелетчӗҫ. Халӗ вара…

Кашни ялтах, округ центрӗнчи урамсенче те ҫумкурӑк «вӑрманӗсем» кашласа ларнине час-часах курма пулать. Вӗсене пурне те асӑнса та, ҫырса та пӗтереймӗн. Хӑш-пӗр ҫӗрте курӑксен ҫӳллӗшӗ 2 метр патнеллех ҫывхарать. Территори уйрӑмӗсенче  курӑксене хирӗҫ кӗрешмеҫҫӗ теме ҫук. Ятарлӑ ӗҫченсем тримерсемпе вӗсене ҫулаҫҫӗ-ха. Анчах та  ҫак ӗҫе  ытларах чухне курӑнакан вырӑнта анчах пурнӑҫлаҫҫӗ. Тӗттӗмрех  кӗтессенче  вара ҫумкурӑк ирӗккӗн ашкӑрать.  Вӑрӑ пулса ҫитсен вара ӑна «ҫил ачисем» пӗтӗм тавралӑха сапалаҫҫӗ. Ҫапла вара ҫулран ҫул ҫумкурӑк пусса илнӗ лаптӑксем сарӑлсах пыраҫҫӗ.  Вӗсене хирӗҫ кӗрешмелли ҫирӗп мерӑсем йышӑнмасан малашне мӗн пулӗ;  Паллах, ку ӗҫе пӗччен-иккӗн ҫеҫ туса ирттерме ҫук. Мӗншӗн тесен чир эпидемийӗ пек  ҫумкурӑк пусса илнӗ вырӑнсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Ҫакӑ ялсенче унчченхипе танлаштарсан выльӑх-чӗрлӗх сахал усранипе те, хуҫасӑр ларакан ҫурт таврашӗсене пӑхса тӑманнипе те ҫыхӑннӑ пулӗ. Унчченхи вӑхӑтра выльӑх валли утӑ хатӗрлес тесе ҫул айккипе, ҫырма хӗррисенчи тата ытти сухаланман вырӑнсенчи курӑксене ҫамрӑклах ҫулса типӗтеччӗҫ.

Халӗ ашкӑрса ӳсекен курӑксене хирӗҫ кӗрешмесен кӗркунне вӗсем ҫитес ҫул валли татах та «паха вӑрлӑх» хатӗрлесе ҫитерӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *