Пирӗн тӑрӑхра район, республика, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Эпӗ Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче тымар илнӗ Красновсем пирки каласа парасшӑн. Вӗсем Кӗтне сывлӑшӗпе сывласа ӳссе хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай усӑллӑ ӗҫ тунӑ, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.
Ҫемье пуҫӗ
Василий Григорьевич Краснов Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1924 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ ун йывӑр пулнӑ. Ашшӗ, граждан вӑрҫинчен аллине амантса таврӑннӑскер, пилӗк ачана тӑлӑха хӑварса ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Амӑшӗ ҫурма суккӑр пулнӑ, йывӑр ӗҫсене тӑвайман, килтен те сайра тухса ҫӳренӗ. Килти ӗҫсенче те, хирте те ачисем тӑрӑшнӑ. Аслисемпе тан вӑй хурсан та вӗсем ача вырӑнӗнчех пулнӑ ҫав. Хӑйсен лаша пулманнипе хирсене кирлӗ пек сухаласа акайман. Ҫавӑнпа та пысӑк тухӑҫ пирки ӗмӗтленме те пултарайман, вӗсен ҫӑкӑрӗ ҫитес ҫулхи тухӑҫчен те ҫитеймен. Аслисем тӑхӑннӑ хыҫҫӑн тумсем кӗҫӗннисене юлса пынӑ. Амӑшӗ сӗм суккӑр пулса юлни ачасен пурнӑҫне татах та йывӑрлатнӑ.
1929 ҫулта ялта «Красный маяк» колхоз йӗркеленӗ. Хресченсемшӗн колхоз ҫӗнӗлӗх пулнӑ. Унӑн пӗлтерӗшне нумайӑшӗ тӳрех ӑнланса та ҫитереймен. Ара, вӗсен аслашшӗсем ӗмӗрӗпе хӑйсен уйрӑм хуҫалӑхӗпе ӗҫленӗ те, хӑйсем ҫине ҫеҫ шаннӑ-ҫке. Кулаксемпе пуянсем тата хресченсен пуҫне арпаштаракан сӑмахсем сарнӑ. Чылайӑшӗ колхозра уйрӑм хуҫалӑхринчен те начартарах пуласран хӑранӑ. Нумайӑшӗ пекех Красновсем те колхоза кӗме иккӗленсе тӑнӑ.
Колхоза кӗнисем хастар ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӗр тыррисене те, ҫур тыррисене те вӑхӑтра акса хӑварса, пуҫтарса кӗртнӗ, тӑпачӑпа ҫапса тӗшӗленӗ, сӑвӑрса пӳлмесене хывнӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх те усрама пуҫланӑ. Хресченсем хӑйсемех тӗрлӗ пуҫарусем туса тӑрӑшнӑ. Колхозниксем уйрӑммӑн ӗҫлекенсенчен аванрах пурӑнма пуҫлани палӑрма тытӑннӑ.
Ҫакна курса ыттисем шухӑшлама пуҫланӑ. Красновсем те вара ытти ҫынсемпе пӗрле 1937 ҫулта колхоза кӗнӗ. Тӑлӑх ачасем унта тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫланӑ. Уйрӑмах ҫуллахи каникул кунӗсенче ытларах ӗҫ кунӗ тума тӑрӑшнӑ. Тырӑ мӗн чухлӗ тивӗҫесси ӗҫ кунӗсенчен килнӗ-ҫке. Маларах хирте лашасемпе тата вӑкӑрсемпе суха тунӑ. Василий Григорьевич пӗрремӗш трактора курнине нумай ҫул иртсен те аса илетчӗ. Паянхи тракторсемпе танлаштарсан вӗсен хӑвачӗ пӗчӗк пулнӑ, анчах та ял ҫыннисене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ӑна курма ялӗпех тухнӑ, трактор ҫӗре тарӑн та хӑвӑрт сухалани кӑмӑлӗсене кайнӑ. «Выльӑх та, ҫын та ывӑнать, ку «вутлӑ шуйттан» кунӗпе ӗҫлет, канма та пӗлмест. Сӗлӗ те кирлӗ мар», — тесе калаҫнине илтме пулнӑ. Тракторпа сухаланӑ ҫӗр ҫинче тырӑ та лайӑхрах ҫитӗннӗ.
Ялти шкулта 7 класа лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ хыҫҫӑн Василий Канашри финанс техникумне вӗренме кӗнӗ. Анчах та укҫа-тенкӗ пулман, килтен пулӑшу кӗтмелли ҫук. Ирӗксӗрех вӗренӗве пӑрахма тивнӗ. Кӗҫӗн Каҫал шкулӗнче 8-мӗш класа кайнӑ. Кунта та ӑнман ӑна. Аслӑ классенче вӗреннӗшӗн ҫулталӑкне 150 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Ун чухлӗ укҫа вӗсен пулман, 9-мӗш класран шкула ҫӳреме пӑрахнӑ.
1941 ҫулта вунултӑ ҫула кайнӑ Василий укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес тесе стройкӑна вербовкӑпа каять. Анчах та Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланать. Унӑн киле таврӑнма тивет. Пӗр вӑхӑт трактор бригадинче учетчик пулса ӗҫлет. 1942 ҫул вӗҫӗнче каччӑна ҫара илеҫҫӗ, Горькири радистсен ҫар шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Каччӑ Морзе азбукипе усӑ курса текста хӑвӑрт та йӑнӑшсӑр инҫете пӗлтерме вӗренсе ҫитет, 1-мӗш класлӑ радист специальноҫне илет. Унтан вӗсене фронта ӑсатаҫҫӗ. 2-мӗш Белорусси фрончӗн 85-мӗш сывлӑш ҫар десанчӗн полкӗн йышӗнче вӑл тӑшманшӑн та, пирӗн ҫарсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ Белоруссири Слуцк хулине ирӗке кӑларма хутшӑнать. Ҫӗнтерӗве вӑл Карски тинӗсӗ хӗрринчи Амдерма полюс станцийӗнче кӗтсе илет. Ку тӑрӑх Воркута хулинчи чукун ҫулран 270 километр аякра шурлӑхлӑ, пӑрлӑ вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ. Унта тинӗсрен пӑраххутпа, сывлӑшран самолетпа ҫеҫ ҫитме май пулнӑ.
1946 ҫулта Василий Григорьевич яла таврӑннӑ. Социаллӑ пулӑшу инспекторӗнче, районти архив заведующийӗнче ӗҫленӗ. Унӑн Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗн инспекторӗ те пулма тивнӗ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Ӑна пур ҫӗрте те тӑван ҫӗр хӑй патнех чӗннӗ. 1948 ҫулта вӑл Елизавета Александровнӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрать. Ачасем ҫуралаҫҫӗ. Василий Григорьевичӑн тӗпренчӗкӗсем пирки аяларах тӗплӗнрех каласа парӑпӑр.

