Вторник, 13 октября

Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук

Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук

Пирӗн хамӑр пурӑнакан тӑрӑх историне пӗлмелле, ӑна пулас ӑру валли сыхласа хӑварса ҫитермелле. Эпир, таврапӗлӳҫӗсем, тӑтӑшах пӗр-пӗринпе курса калаҫатпӑр, тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене   сӳтсе яватпӑр.

Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра округри таврапӗлӳҫӗсем пысӑк тӗлпулу ирттернӗччӗ. Унта вӗсем хальхи вӑхӑтра хамӑр тӑрӑхра пурӑнмасан та тӑван ен историне тӗпчекен хисеплӗ ентешсене, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Эткер» шырав отрячӗн членӗсене чӗннӗччӗ.

Унта малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова пурне те саламларӗ, пурте хамӑр несӗлсен, ҫуралнӑ вырӑнсен  темиҫе ӗмӗрсем хыҫне юлнӑ кун-ҫулне тӗпчес, паян пурӑнакансене каласа парас енӗпе пархатарлӑ пысӑк ӗҫ тунишӗн тав турӗ. Вӗсене округ пуҫлӑхӗн ячӗнчен  Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа хатӗрленӗ юбилей медалӗсемпе чысларӗ. Наградӑна тивӗҫнӗ таврапӗлӳҫӗ-аксакалсемпе тӗплӗнрех паллаштарас килет.

Анатолий Герасимович Агафонов 1938 ҫулта Элпуҫ ялӗнче кун ҫутине килнӗ. Вӑл ҫамрӑклах, 1957 ҫулта районти культура пайӗн инспекторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫарта службӑра пулнӑ вӑхӑтра дивизири парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ.  Унтан таврӑнсан ялти шкулта пионервожатӑй, учитель пулса ӗҫленӗ. 1971 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗрентекен, директор ҫумӗ, директор пулса Хирти Явӑш, Аслӑ Чурачӑк, Урмаел, Шупашкарти 53-мӗш, 3-мӗш шкулсенче тӑрӑшнӑ. Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Анатолий Герасимович  Чӑваш халӑх академийӗн, ЧР писательсен союзӗн членӗ. Вӑл икӗ томлӑ «На реке Малая Хундурла» летопиҫӗн, Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ ентешсем пирки каласа паракан «По приказу Родины — по зову долга» кӗнекен авторӗ. Халӗ таврапӗлӳҫӗ Чечен вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен материалсем пуҫтарать. Ӑна хастар ӗҫшӗн «Маршал Советского Союза Жуков» медальпе наградӑланӑ.

Лев Кириллович Кадкин 1937 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗчӗккӗллех тӑлӑха юлнӑ, ялти шкулта 6 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ. Чукун ҫул училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта ҫерем ҫӗрсем уҫма кайнӑ, Хакасси ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ. 1963 ҫулта вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат илсен тӳрех Тюмень облаҫӗнчи Ишимскри педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Институт хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулсенче учительте, шкул директорӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журналсенче те пичетленнӗ. Унӑн хӑй ӗмӗрӗнче токарьте те, шахтерта та, строительте те, литература сотрудникӗнче те ӗҫлеме тӳр килнӗ. Лев Кириллович кӗҫӗн ҫулхи  ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсемшӗн Чӑваш Енри конкурсра «Чи вулакан кӗнеке» номинацире Диплома тивӗҫнӗ. Л.Кадкин литературӑра тӗрлӗ жанрсемпе ӗҫлет. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Сказание о людях деревни моей» кӗнекине Кӗҫӗн Каҫал энциклопедийӗ тесе хакламалла.

Иван Никонорович Михайлов 1946 ҫулта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ялти вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Совет ҫарне кайнӑ.  Балти флочӗн Эстонири Таллин хулинчи строительство чаҫӗсенче служба ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн  Эстонирех пулӑ промышленноҫӗн «Океан» пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшнӑ. 1971 ҫулта чӑваш тӑрӑхне таврӑннӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Республикӑри строительство организацийӗсенче каменщик, мастер, прораб, генеральнӑй директорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1978—1984 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрне (оперӑпа балет театрӗ) тӑвас ӗҫе йӗркелесе пыракансенчен пӗри пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Комсомольски районӗнчи ялсен историйӗпе интересленсе кайнӑ. Хӑйӗн тӗпчевӗсене пуҫтарса икӗ томлӑ «Родные деревни: Полевой Сундырь и Полевые Инели», «Починок-Инели», «Новое Изамбаево», «Летопись веков», «Ласточка моя» кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Иван Никонорович наукӑпа археологи экспедицийӗсене те хутшӑннӑ. Археологсем тата вӗсен ӗҫӗсем ҫинчен «Следопыты древности» кӗнекере ҫутатса панӑ. Вӑл  — Чӑваш халӑх академикӗ. Н.В.Никольский орденне, С.М.Яндуш ячӗллӗ «За успехи в изучении родного края» тата ытти медальсене тивӗҫнӗ.

Антонина Алексеевна Смирнова (Полякова) 1946 ҫулта Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти пир-авӑр комбинатне ӗҫе кӗнӗ. 1980 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Ачаранах историпе интересленнӗ, сӑвӑ-калавсем ҫырнӑ, аслӑ ӑрури ҫынсем каласа панине хут ҫине куҫарнӑ. Вӑл «Родная деревня — сердечный уголок», «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы», «Степное Яниково» кӗнекесен авторӗ.

Василий Артемьевич Федотов 1947 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. И.Н.                         Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн унтах философи кафедринче 1971—1987 ҫулсенче ассистент, аслӑ преподаватель, доцент пулса ӗҫленӗ. 1987—2005 ҫулсенче Казахстанри Павлодарти педагогика институчӗн философи кафедрин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Василий Артемьевич  профессор, наука докторӗ. Вӑл «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ», «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ наука деятелӗ». 150 ытла наука ӗҫӗ ҫырса пичетленӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем% «Этноэтика чуваш о нравственном совершенствовании человека», «Человек разумный в истории формации и цивилизации», «Традиции в историческом процессе», «Любить — значит знать», «Этноэтика — народная система».

2012 ҫулта ЮНЕСКО  Афинӑра ирттернӗ  Пӗтӗм тӗнчери философи форумӗнче Василий Артемьевича «Гражданин земли — 21 века» ят панӑ.

Чӑваш наукӑпа искусствӑсен наци академийӗн Хисеп грамотипе В.С.Хораськин краеведа тата «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорне А.О.Поляковӑна наградӑланӑ.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Эткер» шырав отрячӗн ертӳҫи  В.А.Филиппова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  партизанра ҫапӑҫнӑ ентешсем пирки пуҫтарнӑ материалсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ Иван Гаврилович Кокшин пӗр хаяр ҫапӑҫура тыткӑна ҫакланни, унтан тарма пултарни, хӑй тавра ҫынсене пуҫтарса  Белоруссире партизан отрячӗ туса хуни ҫинчен каласа пачӗ. Шел, вӑрҫӑ вӗҫленсен бандеровец пулинчен унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Округӑн архив секторӗн заведующийӗ В.Н.Шингалова Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалласа 1945 ҫулта Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ ентешсем ҫинчен выставка хатӗрленӗ. Унччен  парада хутшӑннӑ 4 ҫын ҫинчен ҫеҫ калаҫаттӑмӑр. Муниципаллӑ архив документсем пуҫтарса вӗсем 10 пулнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем% Евдоким Антонович Антонов (Ҫӗнӗ Кипеҫ), Федор Максимович Воробьев (Хырай Ӗнел), Александр Павлович Кузнецов (Луцки), Виктор Васильевич Иванов (Крестниково), Григорий Мартынович Шемякин (Йӑвашкел), Иван Дмитриевич Дмитриев (Йӑлмахва), Петр Сергеевич  Егоров (Йӑлмахва), Минзекрем Садртдинович Садртдинов (Урмаел), Николай Герасимович Алексеев (Турхан, Хирти Мӑнтӑр), Федор Федорович Порядков (Нӗркеҫ).

Округра таврапӗлӳ юхӑмне пуҫарса яракансем Б.Г.Кокоревпа В.Я.Григорьев пирки те аса илнӗччӗ. Вӗсем пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑччӗ.

Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук, тетпӗр. Апла пулсан малалла аталанас тесен иртнине пӗлмелле.

Светлана Кокорева,

таврапӗлӳҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *