Вторник, 13 октября

Пулӑшуҫа хута ярасшӑн

Пулӑшуҫа хута ярасшӑн

Чӑваш Енри нумай функциллӗ центрсенче искусствӑлла интеллект урлӑ ӗҫлекен сасӑ пулӑшуҫине хута яма планлаҫҫӗ. Терминалсемпе нумай функциллӗ центрсен сайтӗнче ҫынсене пулӑшакан ИИ-ассистента «Яндекс» компани 2 ҫул хушшинче ӗҫе кӗртӗ. Ҫакӑн ҫинчен Шупашкарти экономика форумӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ИИ-сервис пулӑшусем тӑрӑх онлайн-консультацисем ирттерӗ, ҫынсенчен килекен ыйтусене тӗрӗслӗ, заявленисене шаблонсем тӑрӑх ҫырса тултарӗ. Ҫавӑн пекех НФЦсенчи терминалсенче сасӑ навигацийӗ пулӗ. Чи пӗлтерӗшли: ҫӗнӗ технологи чӑвашла каланине вырӑсла, вырӑслине чӑвашла куҫарма пултарӗ. Форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑнкӑравлакан чӑвашла каланине ИИ-ассистент нумай функциллӗ центрӑн операторӗсем валли вырӑсла куҫарса парӗ, кайран оператор мӗн каланине шӑнкӑравлакана чӑвашла пӗлтерӗ. Ҫакӑ, паллах, республикӑри ялсенче пурӑнакансемшӗн, уйрӑмах аслӑ ҫулти ҫынсемшӗн питӗ кирлӗ ҫӗнӗлӗх. Куллен чӑвашла ҫеҫ калаҫса пурӑнакансен хӑш-пӗр чухне мӗн калас тенине вырӑсла тӗрӗс ӑнлантарас енӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ технологи нумай функциллӗ центртан пулӑшу илессине ҫӑмӑллатӗ.

«Яндекс» компанипе пӗрле Чӑваш Енри поликлиникӑсемпе больницӑсем валли те интеллектуаллӑ пулӑшуҫӑ туса хурасшӑн. Вӑл пациентсене врач патне ҫырӑнма тата консультацисем илме пулӑшӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *