Кӑҫалхи 5 уйӑхра республикӑра информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса 1575 преступлени тунӑ. Ултавҫӑсене шанса ҫынсем пурӗ пӗрле 446 миллион ытла тенкӗпе «сывпуллашнӑ». Республикӑра пурӑнакансем ытларах чухне «банк ӗҫченӗсем» е «ҫыхӑну операторӗсем» шӑнкӑравланипе, Интернетра тавар туянас е «савнипе» паллашас тесе, телефонсене е банк карттисене ҫухатса, валюта биржинче сутӑ туса, Интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илес тесе шар курнӑ. Июнь уйӑхӗнче те улталанакансем чылай пулнӑ.
Акӑ, Шупашкара хӑнана килнӗ Чукотка автономи округӗн ҫынни 1,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑма шӑнкӑравлакансем вӑл унччен ӗҫленӗ предприятире тӗрӗслев пулни, ун вӑхӑтӗнче вӑл халӗ те унта ӗҫленине ҫирӗплетекен суя документсем тупни ҫинчен пӗлтернӗ. Бюджетран ӑна валли ӗҫ укҫи уйӑрнине кура тӗрӗслеве ФСБ ӗҫченӗсем те хутшӑннине каланӑ. Ҫавӑн пекех палламан Украина ҫынни ун ячӗпе кредит илнӗ, ӑна васкавлӑн хупмасан хӗрарӑма террористла организацисене спонсорла пулӑшу кӳрекенсен шутне кӗртме пултараҫҫӗ тесе хӑратнӑ.
Сехӗрленсе ӳкнӗ пенсионерка пуҫтарса пынӑ мӗн пур пек укҫине телефонпа пӗлтернӗ «хӑрушлӑхсӑр» счет ҫине куҫарнӑ. Хыҫҫӑн ун ячӗпе татах такам кредит илни ҫинчен пӗлтерсен хӗрарӑм мӑшӑрӗнчен укҫа ыйтнӑ. Лешӗ вара арӑмӗ ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнкарса илнӗ.
Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан тепӗр хӗрарӑма шӑнкӑравлакансем унӑн сим- карттипе усӑ курмалли килӗшӗвӗн срокӗ тухни, телефон номерне сыхласа хӑварас тесен СМСпа килнӗ кода пӗлтермелли ҫинчен каланӑ. Хыҫҫӑнах тепӗр арҫын шӑнкӑравласа кода пӗлтернине пула халӗ ултавҫӑсем унӑн харпӑр кабинетне «ҫӗмӗрсе» кӗнине ӗнентернӗ. Унтан «ФСБ ӗҫченӗ» тата «банк ӗҫченӗ» те шӑнкӑравланӑ. Вӗсем хӗрарӑма унӑн пӗтӗм счечӗсем ҫинчи укҫана илсе Хусана пӗр арҫынна кайса пама хушнӑ. Унсӑрӑн ӑна терроризмла организацисене спонсорла пулӑшу панӑ тесе айӑплаҫҫӗ имӗш. Хӗрарӑм Хусана кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ултавҫӑсенчен шар курнине ӑнланнӑ.
Куратпӑр ӗнтӗ, ултавҫӑсем ҫӑмӑл укҫа шыраса ҫӗнӗ мелсем шутласа тупаҫҫӗ, ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвне кура террористла организацисене спонсорла пулӑшу паракан тесе айӑплассипе хӑратаҫҫӗ. Сехӗрленсе ӳкнӗ ҫынсем юлашки укҫине кӑларса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та палламан номерсем шӑнкӑравланӑ чухне телефона тытмасан аванрах пулмалла, телефон ҫине килекен кодсене никама та пӗлтермелле мар, Интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илме шантаракансенчен те айккине пӑрӑнмалла. Енчен те иккӗлентерекен калаҫу пулсан ҫывӑх ҫынсене ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле, тен, вӗсем сире йӑнӑш утӑм тӑвасран сыхласа хӑварӗҫ.
Сергей ЛАСТОЧКИН.

