Республика кунӗ умӗн Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи сывлӑха ҫирӗплетекен лагере ҫӳрекенсем районти тӗп библиотекӑра чӑваш ҫӗрне халалланӑ таврапӗлӳ квестне хутшӑннӑ. Мероприяти республика Пуҫлӑхӗн О.А.Николаевӑн «Хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Квест пуҫланиччен ачасем «Манӑн Чӑваш Ен» презентаци пӑхнӑ. Унтан маршрут лисчӗсем тӑрӑх ҫӳресе командӑсем тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ: Чӑваш Енри палӑксене, чӑваш халӑх юмахӗсене, ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫӗсене мӗнле пӗлнине кӑтартса панӑ. Ачасем чӑваш халӑхӗн историйӗпе интересленсех паллашнӑ, ыйтусене туллин хуравлама тӑрӑшнӑ. Юлашкинчен квеста хутшӑнакансем пылак парнене тивӗҫнӗ.

