Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата ытти яваплӑ ӗҫченсем муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкула тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.
Чӑваш Республикин бюджетӗнчен 640 вырӑнлӑ вӑтам шкула тума 1,27 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫре «ПМК-8» строителӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Шкул никӗсне хурас, дренаж, канализаци тӑвас ӗҫсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра кирпӗч стенасене купалама пуҫланӑ. ,ҫсем мӗнлерех пурнӑҫланни ҫинчен «ПМК-8» директорӗ тӗплӗн каласа пачӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ унта ӗҫсем аван пынине, малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пымаллине палӑртрӗ. «Кунта вӗренекенсемшӗн ҫеҫ мар, мӗнпур ачашӑн та аталану центрӗ пулӗ», — терӗ вӑл.
Шкула 2026 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасем ҫӗнӗ те хӑтлӑ шкулта кӗтсе илӗҫ.
Округӑн 2030 ҫул таранхи аталану программипе ҫитес вӑхӑтра Тукай ялӗнче ача сачӗ тумалла, 5 шкулпа 3 ача садне тӗпрен юсамалла.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

