Вторник, 13 октября

Республика Пуҫлӑхӗ шкул тӑвас ӗҫпе паллашнӑ

Республика Пуҫлӑхӗ шкул тӑвас ӗҫпе паллашнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата ытти яваплӑ ӗҫченсем  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкула тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.

Чӑваш Республикин бюджетӗнчен 640 вырӑнлӑ вӑтам шкула тума  1,27 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫре «ПМК-8» строителӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Шкул никӗсне хурас, дренаж, канализаци тӑвас ӗҫсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра кирпӗч стенасене купалама пуҫланӑ. ,ҫсем мӗнлерех пурнӑҫланни ҫинчен «ПМК-8» директорӗ тӗплӗн каласа пачӗ. 

Республика Пуҫлӑхӗ унта ӗҫсем аван пынине, малашне те ӑнӑҫлӑ  ӗҫлесе пымаллине  палӑртрӗ. «Кунта вӗренекенсемшӗн ҫеҫ мар, мӗнпур ачашӑн та аталану центрӗ пулӗ», — терӗ вӑл.

Шкула 2026 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасем ҫӗнӗ те хӑтлӑ шкулта кӗтсе илӗҫ.

Округӑн 2030 ҫул таранхи аталану программипе ҫитес вӑхӑтра Тукай ялӗнче ача сачӗ тумалла, 5 шкулпа 3 ача садне  тӗпрен юсамалла.

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *