Комсомольски муниципалитет округӗнче юлашки пилӗк ҫулта ял халӑхӗн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас, ялсенче, саласенче пурӑнакансен ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тесе сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫакна пӗтӗмпех наци проекчӗсен, республикӑри пуҫару бюджечӗн тата ытти программисемпе килӗшӳллӗн тума вӑй ҫитернӗ. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене хута янӑ, культура, вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча площадкисем вырнаҫтарнӑ, сывлӑха ҫирӗплетмелли вырӑнсем, ҫулсем тунӑ, юсанӑ, масар территорийӗсене хӑтлӑх кӳнӗ.
Пӗтӗмӗшле каласан, округ сӑн-сӑпатне улӑштарас, инфратытӑма пуянлатас, ҫамрӑксене ялта тӗпленме кирлӗ услови туса парас, ҫӗнӗ проектсене хута ярас тӗллевпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Апла пулин те малашне те пысӑк тӗллевсене пурнӑҫлама сахал мар проекта ӗҫе кӗртмелле, инвестици проекчӗсене хута ямалла. Шӑпах ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланса Комсомольски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗпе Николай Никандрович Раськинпа тӗл пултӑм.
— Николай Никандрович, юлашки вӑхӑтра Комсомольски центрӗ те, ялсем те сӑн-сӑпатне улӑштарсах пыраҫҫӗ. Ҫаксем пурте ял халӑхӗн ырӑ малашлӑхӗшӗн, паллах.
— Ҫапла, урӑхла пулма та пултараймасть. Ку чухне Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн тӗп тӗллевӗ — ҫынсене тулли кӑмӑлпа пурӑнма, хавхаланса ӗҫлеме, чун-чӗререн канма, сывлӑха ҫирӗплетме кирлӗ условисем туса парасси. Эпир те ҫакна тӗпе хурса ӗҫлетпӗр. «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» проекта пурнӑҫа кӗртсе округра пилӗк обществӑлла территорие пӗтӗмӗшле 83 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тирпей-илем кӗртнӗ. 2025 ҫулта та Комсомольски ялӗн центрне тирпей-илем кӗртес ӗҫсем малалла тӑсӑлӗҫ.
Вырӑнти пуҫарусем ҫинче никӗсленнӗ обществӑлла инфраструктурӑна аталантаракан проектсене пурнӑҫа кӗртесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятисен йышне кӗрет. Ҫулран-ҫул ку программӑпа усӑ куракансем нумайланса пыраҫҫӗ. Республика ертӳлӗхне халӑха пулӑшса пынӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр. Каҫал тӑрӑхӗнче юлашки 5 ҫул хушшинче 155 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. «Пӗр ҫын сурать — типсе пырать, ҫӗр ҫын сурать — кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Пуҫаруллӑ бюджет программи пулӑшнипе, округра пурӑнакансем харсӑр пулнӑран вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене юсама вӑй ҫитернӗ, ача-пӑча тата вӑйӑ лапамӗ турӑмӑр, халӑх валли ҫӗнӗ кану вырӑнӗсем йӗркеленӗ, 8 объектра шывпа тивӗҫтерекен тытӑмсене юсарӑмӑр, ялсенчи масарсене тирпей-илем кӗртрӗмӗр, ялта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма социаллӑ сфера объекчӗсене хута ятӑмӑр, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗсене асӑнса тунӑ палӑксене ҫӗнӗрен вырнаҫтарса лартнӑ е юсанӑ. Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗнче палӑксене юсассине вӗҫлеме планлатпӑр. Ҫавна май ҫитес вӑхӑтра округ центрӗнчи «Мухтав» монументне тӗпрен юсаса ҫӗнетме тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе проект хатӗр. Кӑҫал та пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ проектсене пурнӑҫлама палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Правительстви йӗркелесе пыракан пуҫару бюджечӗн программипе территорисенче тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ял халӑхӗн ӑнланулӑхӗпе, вӗсем пӗр шухӑшлӑ пулнипе нумай ырӑ ӗҫ тӑватпӑр. Республика Правительстви тӗллевлӗ пулӑшу кӳнӗрен, Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑх тӑрӑшуллӑ пулнӑран проектсем пурнӑҫланнӑ, пурнӑҫланаҫҫӗ те.
— Комсомольски муниципалитет округӗ республикӑра грант конкурсне хутшӑнас, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлет. Ҫакӑ Кӗтне тӑрӑхне хӑтлӑлатмалли, пуянлатмалли ҫул-йӗрсенчен пӗри тесе шутлатӑп. Мӗнле проектсене ытларах пурнӑҫа кӗртнӗ; Ҫакна уйрӑммӑн палӑртса хӑварар-ха…
— Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республика Правительстви ял хуҫалӑхне, хушма хуҫалӑхсене аталантарас тӗлӗшпе пысӑк витӗм кӳнипе 2020—2024 ҫулсенче патшалӑх пулӑшӑвӗпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ. Кӗтне тӑрӑхӗнче ҫулсеренех бизнес-проектсене пурнӑҫа кӗртсе ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫаҫҫӗ, налук пухмачӗ те пуянланать. Хальхи вӑхӑтра та инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр. Ҫавна май округра тырӑ упрамалли ангар, пӑрусем валли ҫуллахи лагерь, выльӑх-чӗрлӗх пусмалли тата аш-какая тирпейлемелли цех, ҫӗрулмипе пахча ҫимӗҫсене туса илмелли, упрамалли тата ҫуса тасатмалли комплекс, тырӑ культурисене тирпейлемелли комплекс, выльӑх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен хуҫалӑхсем тӑвасшӑн. «Агротуризм» сферине аталантарса Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче хӑна ҫурчӗ тӑвассине плана кӗртрӗмӗр.
Потребительсен рынокӗн сферине ҫул уҫса Комсомольскинче тата икӗ суту-илӳ объектне хута яма палӑртни те ял ҫыннисемшӗн лайӑх пулмалла. Комсомольски райповӗнче тата «Слава картофелю» агрофирмӑра объектсене тата автотранспорта модернизацилес енӗпе активлӑн ӗҫлетпӗр. Инвестици проекчӗсен списокӗ малашне тата хушӑнса пырӗ, ҫӗнӗ проектсемпе тата ҫӗнӗ инвесторсемпе пуянланӗ. Инвестици проекчӗсене ӗҫе кӗртни, ҫӗнӗ объектсем хута кайни ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме май парӗ.
— Сывлӑх сыхлавӗпе культура отраслӗсенчи лару-тӑру еплерех-ши; Паян вӗсем аталанни — ҫынсемшӗн хӑтлӑ та, меллӗ те…
— «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юлашки ҫулсенче округра ҫӗнӗ ултӑ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫрӑмӑр. Унсӑр пуҫне сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш звенине модернизацилекен программӑпа виҫӗ сиплев амбулаторине, поликлиникӑна тата флюорографи ҫурчӗсене тӗпрен юсарӑмӑр. Ҫаксем — халӑхӑн ыйтӑвне шута илсе пурнӑҫа кӗртнӗ объектсем. «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» федераллӑ программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗрен округра ҫамрӑк тухтӑрсем тата фельдшерсем ӗҫе пикеннӗ.
«Культура» наци проекчӗн витӗмӗпе те нумай ӗҫ пурнӑҫлатпӑр. Тукай ялӗнче культура ҫурчӗ тунӑ. Ҫакӑ ял ҫыннисемшӗн ҫав тери кирлӗччӗ. Халӗ унта ял ҫыннисем канӑва усӑллӑ, кӑсӑклӑ ирттерме пултараҫҫӗ. Культура ҫурчӗ хута каясса вӗсем чылай ҫул кӗтнӗ. Округри культура объекчӗсене модернизациленӗ, ҫӗнетнӗ. Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра ҫулсерен культурӑн чи лайӑх муниципаллӑ учрежденийӗсене тата ӗҫченӗсене конкурс урлӑ палӑртаҫҫӗ. Пилӗк ҫул хушшинче ҫичӗ культура учрежденийӗ призерсен шутне кӗнӗ, ҫакӑншӑн панӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курса пурлӑхпа техника базине лайӑхлатнӑ. Иртнӗ ҫул «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ» номинацире Асанкасси культура ҫурчӗ призерсен шутне кӗчӗ. 2024 ҫулта куҫса ҫӳрекен нумай функциллӗ «Автоклуб» культура центрӗпе тивӗҫтерни калама ҫук пысӑк парне пулчӗ. Унпа культура тата спорт мероприятийӗсем ирттерме активлӑн усӑ кураҫҫӗ, ялсене тӑтӑшах концертпа тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра культура отраслӗнче пурнӑҫа кӗртмелли пысӑк проектсенчен пӗри вӑл — округ центрӗнче паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен культура центрӗ тӑвасси, унпа пӗрлех ялсенчи культура ҫурчӗсенче тата «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пурнӑҫласси, модельлӗ библиотекӑсем уҫасси. Ҫак ӗҫсем пурте Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа, правительствӑпа, влаҫ тытӑ- мӗнчи ытти яваплӑ ҫынсемпе, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Комсомольскинчи депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе пӗр вӑй пулса тӑрӑшнипе пулса пыраҫҫӗ.
— Николай Никандрович, ачасем пирӗн пуласлӑх тетпӗр. Паян ҫитӗнекен ӑрӑва, ҫамрӑксене аталанма округра мӗнле майсем пур?
— Малашнехи пурнӑҫ, пуласлӑх — ҫамрӑксен аллинче. Ҫавӑнпа та муниципалитет округӗнче ҫулсеренех вӗрентӗве кирлӗ пек аталантарас тесе сахал мар укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр, инвестици хыватпӑр. Ку тӗлӗшпе Чӑваш Республики те пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса пынине палӑртмалла. Кашни ҫулах вӗренӳ тытӑмне пулӑшу кӳме бюджетӑн 65 процентне яхӑн яратпӑр. Ҫакӑ округ ҫитӗнекен ӑрӑва аталантарма тӑрӑшнине ҫирӗплетет. Шкулсенче аграри тата педагогика профилӗсемлӗ классем ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе Чӑваш Енре ачасен агролабораторийӗсен проекчӗ ӗҫе кӗнӗ. Округри пур ача садӗнче те ҫакӑн пек лабораторисем пур. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулӑшнипе Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тума пуҫларӑмӑр. Проект хакӗ — 1 миллиард та 200 миллион ытла тенкӗ. Юлашки ҫулсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне тӗпрен юсанӑ, унӑн территорине тирпей-илем кӗртнӗ, 2-мӗш номерлӗ «Рябинушка» ача садне тата Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗн пӳлӗмӗсене юсанӑ. Шкулсен автопаркӗ ҫӗнӗ автобуссемпе пуянланнӑ. Шкул тытӑмне модернизацилес программӑпа килӗшӳллӗн 2026 ҫулта округри пилӗк шкула тӗпрен юсама планлатпӑр. Кадет юхӑмне аталантарасси ҫине — тӗп тимлӗх. Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадет класӗсенче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр чӑн-чӑн патриотсем ҫитӗнеҫҫӗ. Тӑтӑшах ветерансемпе тӗл пулни, ҫарпа патриот мероприятийӗсене тата ӑмӑртусене хутшӑнни ачасене хӑйсен ҫӗршывӗпе мӑнаҫланма, ӑна хӳтӗлеме яланах хатӗр пулма хистеҫҫӗ.
— Июнӗн 24-мӗшӗнче Чӑ-ваш автономи республикине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитет. Пысӑк уява муниципаллӑ округра пурӑнакансем мӗнле ҫитӗнӳсемпе кӗтсе илеҫҫӗ?
— Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Республики, вӑл шутра Комсомольски муниципалитет округӗ те палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. «Тӳшекне кура уруна тӑс», — теҫҫӗ ваттисем. Пысӑк ӗҫсем пурнӑҫласси чӑн малтанах бюджет кӗсйинчен килет. Округра пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ объектсем хута ярас тесе тӑрӑшатпӑр. Юлашки ҫулсенче чылай курӑмлӑ ӗҫсем пурнӑҫлама вӑй ҫитертӗмӗр, инвестици проекчӗсене хута ятӑмӑр, округ центрне тӗпрен ҫӗнетрӗмӗр, ку енӗпе малалла ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр икӗ пысӑк инвестици проектне хута янине палӑртса хӑвармалла — аш-какай тирпейлекен «Ак-Тай» тата «Триумф-Агро» кооперативсем ӗҫе пикеннӗ. Унпа пӗрлех автоҫулсене юсанӑ, пурӑнмалли вырӑнсене, обществӑлла территорисене хӑтлӑлатнӑ. Малашнехи ӗҫ планӗсем те пысӑк. Пирӗн тӗллев — яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатасси, кун-ҫул уттинчен юлмасӑр аталанасси. Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ та тирпейлӗ, илемлӗ пулни темрен те пахарах.
— Николай Никандрович, калаҫӑва пӗтӗмлетсе округра пурӑнакансене мӗн суннӑ пулӑттӑр?
— Сӑмаха вӗҫлесе округ аталанӑвӗшӗн курӑмлӑ ӗҫ тума май килнине палӑртмалла. Ҫакӑ пӗтӗмпех округшӑн ырми-канми тӑрӑшакан ҫынсен кулленхи ӗҫӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне, ЧР Правительствине, округра пурӑнакансене, ӗҫ коллективӗсене, депутатсемпе ертӳҫӗсене пулӑшса пынӑшӑн, пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп. Ҫитес ҫулсем округ аталанӑвӗшӗн тата та ӑнӑҫлӑрах пуласса шанатӑп. Пӗрле тӑрӑшсан эпир ума лартнӑ тӗллевсене татса пама пултарӑпӑр. Аталану ҫулӗпе халӑхпа пӗрле утасчӗ. Пирӗн тӑрӑхра хастар та пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та, спортра та маттур. Пӗр-пӗрне ӑнланса вӑй хурсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех.
— Тавах сире, Николай Никандрович, калаҫушӑн. Комсомольски муниципалитет округӗшӗн малашне те пӗрлехи вӑйпа ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатӑп сире.
Илдус МинНетуллин,
обществӑлла палата членӗ:
«Комсомольски муниципаллӑ округ ҫӗнелни, хӑтлӑланни куҫ умӗнче. Тавралӑха тирпей-илем кӗртес тӗллевпе юлашки ҫулсенче чӑннипех те чылай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Ман шутпа уйрӑмах район центрӗн сӑн-сӑпачӗ улшӑнни куҫ кӗрет. Уявсем, концертсем йӗркелеме, канӑва усӑллӑ ирттерме центрти парка тӗпрен юсаса ҫӗнетрӗҫ. Унпа пӗрлех утса ҫӳреме ҫӗнӗ тротуар сарчӗҫ, ҫутӑсем вырнаҫтарчӗҫ, хуларинчен пӗрре те кая мар. Хамӑр пурӑнакан вырӑн илемлӗ те хӑтлӑ пулни чуна савӑнтарать. Ача-пӑчасене выляма ятарлӑ площадкӑсем чылай пулни сывлӑха ҫирӗплетме те, шӑпӑрлансен канӑвне пӗлсе йӗркелеме те май парать. Ялсенче те, нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсенче те ача лапамӗсем пур. Республика бюджетӗнчен уйӑракан укҫа-тенкӗпе ял урамӗсене тирпей-илем кӗртес, хӑтлӑлатас, вӗренӳ, культура объекчӗсене юсаса ҫӗнетес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Кӑтартусем район ҫыннисене савӑнтараҫҫех тесе шутлатӑп».
Каҫал тӑрӑхӗнче пилӗк ҫул хушшинче 155 проект пурнӑҫа кӗнӗ.
Аталану программипе килӗшӳллӗн вырӑнти инфраструктурӑна аталантарма тата вун-вун проект хута каймалла.
Калаҫӑва
Алевтина Ефремова йӗркеленӗ.

