Вторник, 13 октября

Акатуй кӗрлерӗ округра — ҫӗр ӗҫченӗ яланах асра

Мӗн авалтан паллӑ тӑвакан, кашни ҫулах нумай ҫынна пӗр ҫӗре пуҫтаракан чӑваш халӑх уявӗсенчен пӗри вӑл — Акатуй. Ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсен вӑрман хӗрринче пӗрле пуҫтарӑнса савӑнасса округра пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫеҫ мар, тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ йӑхташсем, хаклӑ хӑнасем ҫулсерен ҫак уява килсе курма васкаҫҫӗ. Кӑҫал та Акатуй питӗ шавлӑ, хаваслӑ, асра юлмалла иртрӗ. Кӑҫалхи ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. 

Комсомольски вӑрманӗ ҫывӑхӗнчи лапам ирех кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ. Территори уйрӑмӗсен ӗҫченӗсем хӑна картишӗсем йӗркелерӗҫ, сутуҫӑсем суту-илӳ точкисем вырнаҫтарчӗҫ, ал ӗҫ ӑстисем хӑйсен чи илемлӗ ӗҫӗсене халӑх умне кӑларма хатӗрлерӗҫ. Куракансемпе хӑнасем пуҫтарӑнса пынӑ май уяв лапамӗ тата та илемленсе пычӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗ хаклӑ хӑнасемсӗр иртмест. Республика Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР вӗрентӳ министрӗ Д.А.Захаров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ А.Г.Аксаков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов тата ытти хисеплӗ ҫынсем Акатуй курма килсе ҫитрӗҫ.

Уява уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин округра ака-суха ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарчӗ. Кӑҫал пурӗ 22524 гектар ҫинче ял хуҫалӑх культурисем ҫитӗнӗҫ, ҫав шутран 9882 гектарне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулмин, техника культурисен, пӗр ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗсем те пысӑк. Николай Никандрович ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пысӑк тухӑҫ илме, Акатуйра вара чун каниччен савӑнма сунчӗ.  

Олег Николаев та уява пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ% «Комсомольски муниципаллӑ округӗ халӑхӑн пуян еткерне упраса хӑварса малалла хӑвӑрт аталанса пырать. Агропромышленноҫ комплексӗнчи ҫитӗнӳсем, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе пыни, экологи ӑнӑҫлӑхӗшӗн тимлени — ҫакӑ йӑлтах эпир кашни ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнине ҫирӗплетет», — палӑртрӗ вӑл. Округра пурӑнакан чи хастар ентешсем ҫӳллӗ шайри наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Шурут вӑтам шкулӗн директорне Николай Андреева «Чӑваш Республикин вӗрентӳ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятпа, «ТАВ» ОООн техника директорне Владимир Ермилова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятпа чысларӗҫ. «Слава картофелю» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Рамиль Идиатуллин ЧР Пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫрӗ.

Ҫавӑн пекех тин 14 ҫул тултарнӑ яшсемпе хӗрсем пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ документа — паспорта —республика Пуҫлӑхӗн аллинчен илчӗҫ. 

Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотисене Альмира Хабибуллина, Зухра Зейнуллина  (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) тивӗҫрӗҫ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Николай Галзанова чысларӗҫ.

Акатуй уявӗнче, паллах, чи маттур та пултаруллӑ ҫӗр ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ. «Асаново» ЯХПК председательне Александр Бахтерова, «Урожай» колхоз ертӳҫине Юрий Егорова тата «Дружба» ЯХПК председательне Ремис Мансурова РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн Тав ҫырӑвне парса наградӑларӗҫ.

Уява пухӑннисене депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева ака-суха ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа ӑшшӑн саламларӗ. Округ аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хисеплӗ ӗҫчене, районти ветерансен Совечӗн председательне Юрий  Тимофеева  «Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ятпа чысларӗҫ.

Чи маттур механизаторсем% Андрей Таркин («Асаново» ЯХПК), Вячеслав Яндров («Асаново» ЯХПК), Сергей Пыркин («Рассвет» ЯХПК), Данис Гайзатуллин («Слава картофелю» агрофирма), Герман Фадеев («Комсомольские овощи» агрофирма)  Дипломсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.  Чи нумай сӗт суса илнӗ Ирина Краснова, Татьяна Прокопьева (иккӗшӗ те «Рассвет» ЯХПК), Юлия Корнилова («Асаново» ЯХПК) тата чи пултаруллӑ пӑру пӑхакансем Галина Уразаева («Урожай» колхоз), Алексей Порфирьев («Восток» ЯХПК), Людмила Махминова («Рассвет» ЯХПК) та Дипломсемпе парнесен хуҫисем пулса тӑчӗҫ.

Ял хуҫалӑхӗнче ырми-канми тӑрӑшакан ӗҫченсене% Анатолий Викторова, Николай Ульдина, Данис Гайзатуллина, Ринат Ибрагимова, Данис Камалетдинова, Евгения Белицкаяна, Сергей Белкова, Олег Коновалова, Андрей Таркина Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп  грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе наградӑларӗҫ.  Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнче чылай ҫул тӑрӑшакан ытти ӗҫченсене палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсене округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. 

Уяв яланхи пекех спорт ӑмӑртӑвӗсемпе те пуян пулчӗ. Спорта юратакансем 9 енпе вӑй виҫрӗҫ. Унта 300 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ.

Алӑ вӑйне виҫессипе  арҫынсенчен  Александр Гаврилов, Денис Иванов, Никита Самуков, Руслан Михеев, Разиль Гибатдинов, Павел Шуряшкин маттур пулчӗҫ. Хӗрсенчен вара  Алиса Прокопьева, Полина Романова,  Элина Тумаланова ҫӗнтерчӗҫ. Хӑйӑр ҫинче волейболла выляс енӗпе Тӑманлӑ Выҫли  хӗрӗсен, «Асаново» командисем пӗрремӗш, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.  Арҫынсенчен «Урмай» команда ҫӗнтерчӗ. «Кабалино», «Асаново»  ушкӑнсем  2—3-мӗш вырӑнсене тухрӗҫ.  Минифутбол вӑййинче «Урмай» командӑна ҫитекенни пулмарӗ. Вӑл — ҫӗнтерӳҫӗ,  «Кабалино», «Асаново»  ушкӑнсем —  2—3-мӗш вырӑнсенче.    Ҫавӑн пекех спортсменсем силовой экстрим, масс-рестлинг  вӑйӑсенче те  вӑй виҫрӗҫ.   Акатуйӑн тӗп илемӗ, паллах,  — кӗрешӳ. Кунта вӑй виҫес текенсем те чылайӑн пулчӗҫ.  Тӗрлӗ виҫе категорийӗсенче   Роман Тихонов,  Расиль  Ялаков,  Артемий Хораськин,  Самир Галимзянов, Дмитрий Чумаков,  Никита Захаров,  Николай  Казаков, Артемий  Иванов,  Евгений  Давыдов,  Антон Андреев  палӑрчӗҫ.

«Кӗрешӳ» наци ӑмӑртӑвӗнче Павел Герасимов,  Ранис Кардонов  ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ.

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен йышӗнче Евгений  Давыдов абсолютлӑ чемпион пулчӗ.  Вӑл тӗп парнене — такана ҫӗнсе илчӗ.

Евгений Козлов та Акатуй уявӗнчен такапа кайрӗ.

«Корэш»  ӑмӑртура Булат Галимзянов палӑрчӗ. Аслисенчен Сабир Асейнова ҫитекенни пулмарӗ.

Акатуй уявӗнче «Алӑ ӗҫӗсен хули»  нумай ҫынна хӑй тавра пуҫтарчӗ. Мӗн кӑна ӑсталама пӗлмеҫҫӗ иккен Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем! Вӗсене пирӗн уйрӑммӑн палӑртса хӑварас килет. Валентина Хораськина,  Вера Макарова, Клавдия  Иванова  чӑваш ҫи-пуҫӗсене ӑсталаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ. Рушания Зинатуллина, Гульнара Зарипова  тӗрлӗ супӑнь хатӗрлеҫҫӗ.   Татьяна Гордеева ротангран кашпосем ҫыхать,  Александр Браницын хутран карҫинккасем ӑсталать.  Кристина Яковлева бантиксем, блокнотсем,  ача-пӑча валли кӗнекесем ӑсталама маттур.  Марина Горбунова  жгутран тӗрлӗ япала тӑвать.  Тӗлӗнмелле илемлӗ япаласемпе Олег Николаев, Николай Раськин тата ытти сумлӑ хӑнасем кӑсӑклансах паллашрӗҫ.  Унпа пӗрлех вара искусство шкулӗнче Надежда Абдюшева педагог  ертсе пынипе ӳкерме, тӗрлӗ япала тума вӗренекен  ачасен куравӗпе те паллашма интереслӗ пулчӗ. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ аталаннине Олег Алексеевич та палӑртса хӑварчӗ. Сӑмахран, ачасем Акатуй уявӗ тӗлне Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсене ӳкерсе хатӗрленӗ.  Унпа пӗрлех Екатерина Токмакова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн портретне  ӳкернӗ. Екатерина Акатуй уявӗнче Олег Николаева портрета парнелерӗ.  Ачасен тавракурӑмӗ анлӑ, вӗсен ӑсталӑхӗ пуян. «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗ йӗркеленӗ курав та кашни ҫыншӑн интереслӗ пулчӗ. 

Ача-пӑча лапамӗнче те курмалли-пӗлмелли нумай пулчӗ. Кунта ашшӗ-амӑшӗпе ачисем юрларӗҫ, ташларӗҫ, тӗрлӗ мастер-классене хутшӑнчӗҫ. Уяв  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ  «Яркое лето Чувашии»  программӑпа килӗшӳллӗн иртрӗ.    «Навигаторы детства» проект педагогӗсемпе вӗренекенӗсем те ятарлӑ площадка хатӗрленӗ. Кунта кашниех хӑйне валли чун киленӗҫӗ тупма пултарчӗ. 

Акатуй уявӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен уйрӑм лапамӗ те ӗҫлерӗ.  Вӗсем кӗнекесен выставки  тата  ҫавра сӗтел йӗркеленӗ. Ҫакӑнтах  чӑваш халӑхӗ мӗн авалтан пӗҫерекен капӑртмана  вӗрилле сӗтпе  тутанса пӑхма май пулчӗ.  

Акатуйра кунӗпех савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. Округри культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, вырӑнти фольклор  ансамблӗсем, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем, «Островок» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Татьяна Иванова),   уйрӑм юрӑҫсем, Виктор Шамбулин, Светлана Печникова, Денис Павлов, Сергей Павлов чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем   халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Акатуйра мӗн авалтанах лашасем чупнине курма халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи уява килнисем те юланутҫӑсем, кӳлнӗ лашасем чупнине кӑмӑлллӑн пӑхрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем  хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.

Округра пурнакансемпе хӑнасем ҫак кун чун каничченех савӑнчӗҫ.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Акатуя уявланӑ кун эпир саманасен тачӑ ҫыхӑнӑвне куратпӑр. Йӑласемпе пӗрлӗхре — пире пур йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, шанӑҫпа малалла пӑхма май паракан вӑй».

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *