Вторник, 13 октября

Пулӑшу яланах вырӑнлӑ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах округра пурӑнакансем хамӑр хӳтӗлевҫӗсене май ҫитернӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн пурӗ 28 специализациленӗ пулӑшу пункчӗ ӗҫлет. Округ ҫыннисем 50 тонна ытла апат-ҫимӗҫ, 4 пин ытла окоп ҫурти хатӗрлесе ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсене ӑсатнӑ. Ҫавӑн пекех автомобильсемпе мототехника, утиялсемпе плащсем тата ытти те салтаксем патне ҫитнӗ.

Акатуй уявӗнче «НУР» кооператив пуҫарӑвӗпе пирӗн хӳтӗлевҫӗсем патне черетлӗ автомашина, бензопӑчкӑсем, аккумуляторсем тата ытти кирлӗ техника хатӗрӗсем ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне нумаях пулмасть округ администрацийӗ те «Шевроле-Нива» автомашинӑна СВОна ярса панӑ пулнӑ.

Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнакан салтаксене пулӑшасси те малти вырӑнта. Республикӑра ку енӗпе «Шаг в мирную жизнь» проект пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ — служба хыҫҫӑнхи пурнӑҫа хӑнӑхма, карьерӑри ҫӗнӗ ҫулсене уҫма пулӑшасси. Регионта пурнӑҫланакан «Время СВОих» программа та СВОран таврӑнакансене мирлӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать, муниципаллӑ тата патшалӑх службинче хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма май парать.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Хамӑр хӳтӗлевҫӗсене, вӗсен ҫемйисене пулӑшассине тата тимлессине хамӑрӑн тивӗҫ тесе шутлатпӑр. Вӗсем пирӗн тимлӗхе яланах туйса тӑччӑр тесе малашне те мӗн май килнине тӑвӑпӑр».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *