Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявларӑмӑр. Пирӗншӗн, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансемшӗн, июнӗн 10-мӗшӗ тепӗр пысӑк пулӑмпа палӑрса тӑрать. Ҫак кун Совет Ҫарӗ 1945 ҫулта официаллӑ Германире тӑма пуҫланӑ. Апла пулсан унтанпа 80 ҫул ҫитет.
Нимӗҫ захватчикӗсене хӑйсен тӗп хулинче ҫапса салатнӑ хыҫҫӑн унта малтанлӑха фронтра ҫапӑҫнӑ салтаксем пулнӑ. Вӗсене демобилизаципе килӗсене яма пуҫласан ҫӗнӗрен ҫара илнӗ салтаксем Германире службӑра тӑма пуҫлаҫҫӗ. Кайран вара, 1955 ҫултан Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче те (Болгари Халӑх Республики, Чехословаки Социализмлӑ Республика, Венгри Халӑх Республики, Румыни Социализмлӑ Республика, Польша Халӑх Республики) Совет Союзӗн ҫар ушкӑнӗсем вырнаҫаҫҫӗ.
СССР саланса кайнӑ хыҫҫӑн Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенчен пирӗн ҫарсене кӑларма пуҫланӑ.1994 ҫулхи июнӗн 12-мӗшӗнче Вюнсдорф хулинче уйрӑлу парачӗ иртнӗ.
Пӗтӗмӗшле шутласан, Германирен Совет ҫарӗн ушкӑнӗ тӑма пуҫланӑранпа ҫӗршыври 8,5 миллион ҫын унта салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Вӗсен хушшинче пирӗн округри кашни ялтанах ун пек ҫынсем пур. Паян ӗнерхи салтаксенчен чылайӑшӗ тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ентешсем ҫар тивӗҫне чыслӑн службӑра тӑрса ирттернӗ. Нумайӑшӗ кӑкӑр ҫине ҫакмалли «Гварди» паллӑна, Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. Ҫарта палӑрнӑшӑн киле отпуска килсе кайма та тивӗҫ пулнӑ.
Тӑван тӑрӑха таврӑнсан вӗсем пурте мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Н.А.Анисимов (Юнтапа) «Победа», М.Г.Галиуллин (Кайнлӑк) «Знамя», Т.В.Орешкин (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел) «Красный Октябрь» Г.А.Ятманов (Вӑрманхӗрри Чурачӑк) «Восток» колхозсенче механизаторта, водительте тӑрӑшнӑ. Б.Н.(Асанкасси), В.Ф.Дмитриев (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), В.А.Кокшин (Кивӗ Сӗнтӗр), Ю.Т.Матвеев (Аслӑ Чурачӑк), Н.Г. Павлов (Асанкасси), Н.И.Смирнов (Йӑлмахва), С.И.Тихонов (Виҫпӳрт), Ю.А.Чернов (Вутлан) районти тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче вӑй хурса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Н.М.Иванов тата В.Т.Павлов районти шалти ӗҫсен пайӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ. М.З.Садыков (Чӗчкен) тата Г.Н.Петров (Вӑрманхӗрри Чурачӑк) ӗмӗр тӑршшӗпех ачасене шкулта пӗлӳ панӑ. И.Х.Минетуллин (Чӗчкен) ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн районта тӗп аграномра, ертсе пыракан яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ, «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ун пек ҫынсен ячӗсене татах та нумай асӑнма пулать. Шел пулин те, пиртен вӑхӑтсӑр ӗмӗрлӗхех уйрӑлса каякансем те пулчӗҫ. Пурӑнакансем вӗсене манмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывра тӑнӑ совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен союзӗн округри уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шкул ачисемпе тӗл пулса вӗсене патриотла воспитани парас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Хисеплӗ ветерансене паллӑ кунпа саламласа пурнӑҫра ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп. Ветерансем малашне те округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнасса шанса тӑратӑп. /секен ӑрӑва аслисен тӗслӗхӗ пирки каласа парасси — пирӗн тивӗҫ. Ветерансем паянхи кун та стройра.
Николай Смирнов,
ветерансен союзӗн округри уйрӑмӗн
председателӗ.

