Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Ананьева хӑй ӗмӗрӗнче районти чылай предприятипе организацире, учрежденире ӗҫлеме тӳр килнӗ. Кирек ӑҫта пулсан та вӑл пултаруллӑхпа, ҫаврӑнӑҫуллӑхпа палӑрса тӑнӑ. Шаннӑ ӗҫе вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тума тӑрӑшнӑ.
Комсомольскинчи вӑтам шкулта 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Канашри профтехучилищине ҫул тытнӑ. Унтан 1973 ҫулта вӑтам пӗлӳпе пӗрлех техника специальноҫӗ илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Канашри вакунсем юсакан заводра электросварщик пулса ӗҫлет. Тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ пулинех. Комсомольскине таврӑнса вӑл «Сельхозтехника» пӗрлешӗве ӗҫе кӗрет. Кунтанах Совет ҫарне каять. Ҫартан таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшать. 1989 ҫулта Владимир Николаевич Комсомольски район тӗп больницине ӗҫе вырнаҫать. Ӑна тӗп врачӑн хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Владимир Николаевич сывлӑх сыхлавӗн учреждени ӗҫне пӗлсе йӗркелесе пырать. Мӗн кирлипе яланах вӑхӑтра тивӗҫтерме тӑрӑшать. Кирлӗ япаласене туянма тӑтӑшах унӑн ҫула тухма та тивнӗ.
1996 ҫулта В.Ананьев ПМК-11 организацире ӗҫе кӳлӗнет. Кунта та вӑл хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче шӑвармалли техника вырнаҫтарас, вӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерес тесе нумай вӑй хурать. ,ҫри хастарлӑхшӑн ӑна «Чувашмеллиоводхоз» управленийӗн Хисеп грамотипе наградӑлаҫҫӗ. 2014 ҫулта ӑна «За заслуги в развитии меллиорации и водного хозяйства» медаль парса чыслаҫҫӗ.
Паянхи кун ӗҫ ветеранӗ тивӗҫлӗ канура пулин те, алӑ усса лармасть, ачисене, мӑнукӗсене пулӑшать, вӗсемпе савӑнать. Шӑпах ҫак кунсенче Владимир Николаевича 70 ҫул тултарнӑ ятпа ачисем, мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, юлташӗсем саламлаҫҫӗ. Пурнӑҫ ҫулӗпе малашне те йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫ усмасӑр те ҫирӗппӗн пусса утма, малашлӑха шанма ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх пултӑр.
Юрий Михайлов.

