Июнӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ача-пӑча хатӗрӗсен прокачӗн пӗрремӗш пунктне тата ачасене вӑхӑтлӑх пӑхса тӑрас ушкӑнне уҫнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата республикӑри ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хутшӑнакан мероприяти нумай функционаллӑ ҫемье центрӗн никӗсӗнче иртнӗ. Палӑртса хӑварар, социаллӑ пулӑшу паракан 10 организаци никӗсӗ ҫинче прокат пункчӗсем тата ачасене кӗске вӑхӑтлӑха хӑвармалли ушкӑнсем уҫӑлнӑ.
Ачасене кӗске вӑхӑтлӑх пӑхса тӑмалли пулӑшу — тӳлевсӗр. Унпа 1—3 ҫулхи ача-пӑча ҫитӗнтерекен ашшӗ-амӑшӗ усӑ курма пултарать. Ачасене социаллӑ пулӑшу организацийӗн пӳлӗмӗнче те, килте те пӑхса тӑма юрать. Шӑпӑрлансене опытлӑ психологсем тимлеҫҫӗ. Ачасене кунне икӗ сехетрен пуҫласа ултӑ сехетчен хӑварма пулать. Пӗр ушкӑнра — ҫичӗ ача.
Прокат пункчӗсемпе пур ҫемье те усӑ курма пултарать. Прокатра укҫа-тенкӗ тӑкакӗнчен сыхланма май паракан тӗрлӗ оборудованипе тата хатӗр-хӗтӗрсемпе усӑ курма май пур. Ҫакна палӑртмалла, пулӑшу — пӗтӗмпех тӳлевсӗр. Унпа усӑ курма нумай функционаллӑ ҫемье центрне е социаллӑ пулӑшу центрне кайса заявка тултарни ҫителӗклӗ.
Палӑртса хӑварар, «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра ача ҫураласлӑха ӳстерме федераци бюджетӗнчен 780 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май тӗрлӗ пулӑшу мерисем ҫирӗпленнӗ: прокат пункчӗсене йӗркелесси, ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхмалли ушкӑнсем туса хурасси, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли техникумсемпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ачасене вӗрентме ҫӑмӑллӑхсем парасси, пулас ашшӗ-амӑшӗсем ЭКО программин хатӗрленӳ тапхӑрне тӳлевсӗр ирттерме пултарасси, йывӑр ҫын студентсем 100 пин тенкӗ чухлӗ пӗр хутчен тӳлеве тивӗҫесси.
Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ пулӑшу мерисемпе 5 пине яхӑн ҫемье усӑ курма пултарать.
Олег Николаев,
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
«Ҫемье — обществӑпа патшалӑхӑн никӗсӗ. Ун урлӑ эпир уйрӑм ҫынсемшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ нумай задачӑсене татса паратпӑр. Ку уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксене пырса тивет. Хаклӑхсемпе йӑли-йӗркесене хисеплекен обществӑн килӗшӳллӗ ҫемйинче ҫеҫ кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаракан вӑйлӑ ҫынсем ҫитӗнме пултараҫҫӗ. Паян ҫемьесене пулӑшасси патшалӑхшӑн — тӗп тӗллев. Кашниех шанӑҫа туйса, хӑйсен пурнӑҫ ҫулӗпе малалла кайма пултартӑр тесе пулӑшмалли тӗрлӗ майсем сӗнетпӗр».

