Вторник, 13 октября

Масарсене тирпейлерӗҫ

Масарсене тирпейлерӗҫ

Тавралӑх ешернӗ вӑхӑтра ялти чи таса вырӑна, масара, тирпейлесси —  пирӗн тивӗҫ.

Ҫакна шута илсе Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакансем масар ҫине пуҫтарӑнчӗҫ. Ял ҫыннисем масар ҫурчӗ тавра тирпейлерӗҫ, йывӑҫсене касрӗҫ. Пысӑк тункатасене тракторпах турттарса тухрӗҫ. Унпа Александр Иванов ӗҫлерӗ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакансем те масара тирпей-илем кӗртессишӗн тӑрӑшрӗҫ. Ял ҫыннисем ку ӗҫе йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Рудольф Николаевпа Владимир Алексеев тракторсемпе ӗҫлерӗҫ.

Халӗ икӗ ялӑн масарӗсем те тирпейлӗ. Тавах Тӗвенешпе Ҫӗнӗ Кипеҫ ҫыннисене пӗрлехи ӗҫрен айккинче юлманшӑн, кашни ҫулах унта питӗ хастар хутшӑннӑшӑн.

Галина Новикова, ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *