Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Агромотиватор» гранта илес текен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе унӑн ветеранӗсем валли «Агро-Инновации» организаци тӳлевсӗрех бизнес-плансем туса парать.
Республикӑра хӑйсен агробизнесне аталантарас текен асӑннӑ категорири ҫынсене 5 миллион тенкӗ таран патшалӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.
Бизнес-план тума тата кирлӗ документсене хатӗрлеме «Агро-Инновации» автономлӑ учреждение ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла% 8(8352) 45-88-74.

