Вторник, 13 октября

Тӑван чӗлхе яланах янратӑр

Тӑван чӗлхе яланах янратӑр

Республикӑра чӑвашла калаҫакансем сахалланса пыни регион ертӳлӗхне, наука ӗҫченӗсене, культура сферинче тӑрӑшакансене, тӑван чӗлхене чунтан юратакансене пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ пӑшӑрхантарать. Ҫамрӑксем ялтан тухса кайсанах чӑваш чӗлхине «манаҫҫӗ», ачисене те мӗн пӗчӗкрен вырӑсла пуплеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Малашне те ҫаплах пулсан чӑваш чӗлхи пач пӗтме пултарасси пурне те шухӑшлаттарать. Ҫавна май Чӑваш Енре тӑван чӗлхене упрассине аталану ҫулӗ ҫинчи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутне кӗртнӗ.  

Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, ӑна пӗтме парас мар тӗллевпе республикӑра юлашки ҫулсенче уйрӑмах нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Регион ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗпе 2020 ҫулта «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» подпрограмма ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Культура аталанӑвӗ» программӑна кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Культура, Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисем чӑваш чӗлхине анлӑн сарас тӗллевпе тӗрлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ, мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ,

 Олег Николаев:

«Республикӑра тӑван чӗлхене ҫӳллӗ професси шайӗнче 600 ытла учитель вӗрентет. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри тата регионсем хушшинчи конкурссен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ». 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *