Малта пыракан опыта анлӑн сарма тата пӗтӗмлетме 2022 ҫултан пуҫласа тӑван чӗлхене вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре — вӑй» регионсем хушшинчи форумӗ иртет. Кӑҫал та вӑл питӗ тухӑҫлӑ пулнӑ, 200 ытла педагог пӗрле пуҫтарӑнса чӗлхесене вӗрентес ӗҫе лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ (сӑн ӳкерчӗкре — уяв саманчӗ).
Форумра Пушкӑрт Республикинчен, Тутарстанран, Мордови Республикинчен, Чӗмпӗр тата Иркутск облаҫӗсенчен килнӗ специалистсем хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ, тӑван чӗлхепе литературӑна аталантарма, халӑх йӑли-йӗркине упрама пулӑшакан мелсене сӳтсе явнӑ. Ача сачӗсенче ӗҫлекенсем, пуҫламӑш классене вӗрентекенсем те форумӑн пултарулӑх лабораторийӗсене хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тата ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.
2023 ҫултан пуҫласа чӑваш чӗлхине чи ӑнӑҫлӑн вӗрентекен шкулсене Олег Николаевӑн гранчӗпе те чыслаҫҫӗ. Унӑн сумми 500 пин тенкӗпе танлашать.

