Ҫӗршыври нумай-нумай ҫемье пекех Аслӑ Чурачӑкри Мария Мироновнӑпа Григорий Лукиянович Лукияновсем те малашлӑха, мирлӗ пурнӑҫа шаннӑ.
,мӗчӗсемпе тӗллевӗсем те чылай пулнӑ вӗсен. Ҫемье пуҫӗ, пӗчӗккӗллех ашшӗсӗр тӑрса юлнӑскер, ачаранах нуша-терт курса ӳснӗ. Апла пулсан та ялти пуҫламӑш шкула пӗтерме май тупнӑ. 1931 ҫулта вӑл Улатӑрти счетоводсем хатӗрлекен 3 уйӑхлӑх курса вӗренме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн ялти потребительсен обществи ҫумӗнчи столовӑй заведующийӗнче ӗҫленӗ. Хӗрлӗ Ҫарта службӑра пулнӑ хыҫҫӑн яла таврӑннӑ. «Заветы Ильича» колхозра тӑрӑшаканскере председатель пулма суйлаҫҫӗ. Кайран вӑл Аслӑ Чурачӑк ял Совечӗн секретарӗнче, Йӗпреҫ РПС райсоюзӗн председателӗнче, Чкаловски ҫу завочӗн Комсомольски районӗнчи инспекторӗнче ӗҫлет. Финн вӑрҫи пуҫлансан каллех ӑна ҫара илеҫҫӗ. Унтан таврӑнсан Осоавиахимӑн райсовет председателӗ пулать. Унӑн мӑшӑрӗ ялта колхозра тӑрӑшать.
1941 ҫулта пуҫланнӑ вӑрҫӑ Лукияновсен пӗтӗм ӗмӗтне татать. Малтанхи кунсенчех Григорий Лукиянович фронта тухса каять. «Кӗркурине виҫӗ хутчен ҫара ӑсатрӑм, юлашкинчен кӗтсе илеймерӗм», — тетчӗ манӑн асанне саппун аркипе куҫӗсене шӑлнӑ май.
Мария Мироновна 27 ҫулта, тӑватӑ ачапа тӑлӑха тӑрса юлать. Ачисем пӗринчен пӗри пӗчӗк. Вера 7 ҫулта, Санькка 5-ре, Зоя 3 ҫулта, Тамара ҫулталӑк ҫурӑра. Асанне вӑрҫӑ ҫулӗсенчи асаплӑ пурнӑҫ пирки нумай каласа паратчӗ. Ун пек нушана сирӗн курмалла ан пултӑрччӗ, тетчӗ пире пуҫсенчен шӑлса.
Чӑннипех те йывӑр пулнӑ. Кунӗпе утӑ ҫулнӑ хыҫҫӑн 10—15 ҫухрӑм ҫуран утса килсе кӗҫӗн ачине кӑкӑр ҫитермелле, ачисем валли апат пӗҫермелле те тул ҫутӑлнӑ ҫӗре каялла каймалла. Унтан каллех кунӗпе ӗҫре.
Тырпул пулса ҫитсен ачасемпе, ватӑсемпе пӗрле иртен пуҫласа каҫчен ҫурлапа тырӑ вырмалла. Тӑпачӑпа ҫапса тӗшӗлесе Йӗпреҫе ӑсатмалла. Лавҫисем те хӗрарӑмсемпе ватӑсем анчах пулнӑ. Обоза ертсе пыма ликбез пӗтернӗ, ҫырма-вулама пӗлекен Маринь аппана шанаҫҫӗ.
Кӗркунне ҫитсен ҫӗрулми кӑлармалла. Малтан колхозӑнне пуҫтарса кӗртмелле. Пахча хыҫӗнчине вара кайран анчах. Ҫемьене тӑрантмалла. ,несӗр май килмест, ачисем пӗчӗк. Ӑна валли те апат хатӗрлемелле. Питӗ кансӗр пулсан та ӑна усрама тӑрӑшать вӑл.
Шартлама сивӗсем те ҫитеҫҫӗ. Кӑмака хутма вутӑ кирлӗ. Вӑрман ҫывӑхра мар. Ҫунашка туртса хӑрӑк-турат пуҫтарма мӗн чухлӗ ҫӳремен-ши;
Малтанхи кунсенче фронтран упӑшкинчен ҫырусем килкеленӗ. Вӗсем чун-чӗрене ӑшӑтнӑ, хӑват панӑ. Асаттерен юлашки ҫырӑвӗ 1941 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче пулнӑ. Архив докуменчӗсенче вӑл Мускав облаҫӗнчи Релискин станцийӗ патӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе палӑртнӑ. Ҫырусем пулмасан та ҫемье ӑна кӗтме пӑрахмасть.
Вӑхӑт шӑвать, кунсем иртеҫҫӗ. Асанне ачисем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшать. Колхоз ӗҫне те хутшӑнать, килти ӗҫсене пуҫтарма та вӑхӑт тупать. Куллен кирлӗ таварсем илме 150 ҫухрӑма, Атӑл хӗрне лавсем тухса каяҫҫӗ. Асли — манӑн асанне.
1945 ҫулхи май уйӑхӗ те ҫитет. Фронтран салтаксем киле таврӑнма пуҫлаҫҫӗ. Асанне те, ачисем те асатте киле килессе кӗтеҫҫӗ. Мӗн виличченех асанне ӑна кӗтме пӑрахмарӗ. Хӑй «За людей! За Родину! За Сталина!» — тесе салтаксене ҫапӑҫӑва ҫӗклекен ҫын чӗрӗ юлма пултараймассине пӗлсе тӑрсан та, кӳршӗ ял салтакӗ вӑл вилнине хӑй курнине пӗлтерсен те чунӗпе вӑл таврӑнасса шаннӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман. Юхӑннӑ колхоза ура ҫине тӑратмалла пулнӑ. Мария Мироновна колхоз ӗҫӗнчен пӗр кун та юлман. Унӑн ачисене ӳстермелле пулнӑ. Темӗнле хӗн килсен те вӑл виҫӗ тӗпренчӗкне вӗрентсе аслӑ пӗлӳ илме майсем тупать. Кӗҫӗн хӗрӗ Тамара, нумай шанӑҫ параканни, шел пулин те, 17 ҫула ҫитсен пурнӑҫран ӗмӗрлӗхех уйрӑлса каять.
Мӗн ватӑличченех асанне колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Ӑна «Заветы Ильича» колхозӑн «Хисеплӗ колхозникӗ» ят панӑ. ,ҫри хастарлӑхпа пултарулӑхшӑн вӑл чылай Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ. Пире, ывӑлӗн ачисене тата хӗрӗн ачисене те пӑхса ӳстерме пулӑшнӑ. Лайӑх вӗренме, ӗҫре маттур пулма хушатчӗ. Вӑл каланӑ сӑмахсене эпир яланах асра тытса пурӑнатпӑр. Унӑн сӑнарӗ пире тӗслӗх пулса ӗҫре те, пурнӑҫра та хавхалантарса тӑрать.
Тамара Юманова.

