Вторник, 13 октября

Сцена ҫинче – чӑваш спектаклӗсем

Сцена ҫинче – чӑваш спектаклӗсем

Чӑваш Енри театрпа концерт учрежденийӗсем те тӑван чӗлхене халӑх хушшинче анлӑн сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, 2022 ҫулта чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен пьесисем тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн тата К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сценисем ҫинче кӑтартнӑ. Кӑҫал та ҫакӑн пек конкурс иртет. Унта заявкӑсене июнӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *