Вторник, 13 октября

Паттӑр парттисем – астӑвӑм паллисем

Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пурӑнакансемшӗн майӑн 6-мӗшӗ пурин асӗнче те юлмалли самантпа палӑрса юлчӗ. Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче кунта пӗлӳ, воспитани илсе ҫитӗннӗ, кайран ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫ хунӑ  салтаксене асӑнса «Паттӑрсен парттисене» уҫрӗҫ. Рузалин Зинетьянович Азизов, Раниф Фидаилович Феткуллин, Шамиль Рауфович Фаряхов  шкулта вӗреннӗ чухне пур енӗпе те лайӑххипе палӑрса тӑнӑ. Ҫӗршыв ыйтсан  вӗсем ӑна хӳтӗлеме тухса кайнӑ.

«Ҫак парттӑсем ахаль сӗтел-пукан анчах мар. Вӗсем асӑну, мӑнаҫлӑх, тав тунин символӗсем. Кашни вӗренекенех вӗсене перӗнсен ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйса, Тӑван ҫӗршыв хаклӑлӑхне ӑнланса илме пултартӑр. Вилнӗ паттӑрсем тӗслӗх пулса тӑччӑр», —  терӗ шкул директорӗ  Н.Г.Ильин.

Мероприятие уҫнӑ ҫӗрте паттӑрсен тӑванӗсем,  юлташӗсем, ял ҫыннисем  пулчӗҫ. Округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Т.Н.Галзанова, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Комсомольски тата Елчӗк  районӗсен ҫар комиссарӗ Р.Р.Феткуллин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ Р.М.Мансуров, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов тата ыттисем те сӑмах каларӗҫ. Вӗсем пурте ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтаксем чыс-хисепе тивӗҫлине, вӗсен ячӗсене ӗмӗр асра тытмаллине палӑртрӗҫ. Рузалина, Ранифа, Шамиле асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

«Паттӑрсен парттисене» вӗренӳ отличникӗсем Малика Фаряхова, Ксения Потапова тата Владислав Комиссаров уҫма тивӗҫ пулчӗҫ. Чи малтан вӑл парттӑсем хушшине  вӗренӳре малта пыракансем, ҫамрӑксен «Орлята» юхӑмӗн хастарӗсем Никита Громов, Самир Азизов тата Булат Низаметдинов ларчӗҫ. Вӗсем малалла та лайӑх вӗренме, шкул, округ, патшалӑх пурнӑҫне пуҫаруллӑ хутшӑнма пулчӗҫ. Вӗсемшӗн тата шкулти вӗренекенсемшӗн ҫак парттӑсем астӑвӑм маякӗсем пулса тӑрӗҫ.

 Пуҫтарӑннисем  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ «Асӑну садне» тухса вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ, тылра ӗҫленӗ ҫынсен ячӗсемпе хунавсем лартрӗҫ. Вӑрҫӑра пулнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

«Паттӑрсен парттисем» шкулти пур ачашӑн та астӑвӑм вырӑнӗ пулнипе пӗрлех лайӑх вӗренме, пур ҫӗрте те хастар пулма хавхалантарса тӑрӗҫ.

Татьяна Васильева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *