Вторник, 13 октября

Чӑваш чӗлхи асамлӑ кӗвӗ евӗр

Пирӗн округ талантлӑ ҫынсемпе пуян. Куҫ тулли чечеклӗ улӑхсемпе, шӑрӑхра хыр шӑршиллӗ сулхӑн парнелекен вӑрмансемпе, вӗҫӗ-хӗррисӗр хирсемпе илӗртекен Кӗтне тӑрӑхӗ хӑйӗн сӑпкинче сиктерсе нумай ӳнерҫе, ҫыравҫа, сӑвӑҫа пултарулӑх ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паян сире, хаклӑ вулаканӑмӑрсем, тӑван тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ поэтсен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисемпе паллаштаратпӑр. Поэзи анинче сулмаклӑ утӑмсем тӑвакансене те, тинтерех ҫеҫ алла калем тытнӑ хастарсене те пӗр шухӑш пӗрлештерет: тӑван чӗлхерен хакли, унран ырри нимӗн те ҫук. 

Чӑваш чӗлхи

Эп нихӑш чӗлхене те  хурламастӑп,

Тӑван чӗлхем ҫапах та хаклӑ теп.

Ӑҫта пулсан та чӑвашла   манмастӑп,

Чӑваш чӗлхи вӑл маншӑн  сывлӑш пек.

«Чӑваш чӗлхи ялтан тухма  кӑна вӑл»,

Хӑш чух тиркеҫҫӗ вӗҫкӗн-пуҫтахсем.

«Чӑваш — авалтанпах  хисеплӗ халӑх»,

Ҫирӗплетсех калаҫҫӗ ӑсчахсем.

Чӑваш чӗлхи — пуян, илемлӗ, аслӑ,

Сӑваплӑ вӑл, упра ӑна, тӑван.

Чӗлхемӗре хисеплекен вӑл —  ӑслӑ,

Хӑй чӗлхинчен вӑтанакан —  айван.

Чӑваш чӗлхи асамлӑ кӗвӗ евӗр,

Лӑпкатӑн чунӑма эс чӑннипех.

Янра, чӗлхем, ачашшӑн  ӗмӗp-ӗмӗp,

Кӗpле мӑнаҫлӑн пӗтӗм тӗнчипех!

х    х    х

Ман тӑван чӗлхе хӑватлӑн, аслӑн

Тӗнчипех кӗрлет мӗн авалтан.

Чӑвашпа чӑваш пӗрле  пулсассӑн —

Чӑвашла пуплер-и кӑмӑлтан.

Чӗвӗлти чӗкеҫсене тӑнлар-и,

Савӑнар-и шӑпчӑк сассипе.

Ҫутҫанталӑк пулӑмне сӑнлар-и

Чӑвашсен ҫӗр пин сӑмахӗпе.

Чухӑн мар чӑваш чӗлхи пӗрре те,

Хӑш-пӗр ҫын чӗлхи кӑна мӑка.

Чӗлхепе усӑ курма пӗлер те —

Калаҫар илемлӗ те яка.

Мария КаҪалсем.

Кашни сӑмах — ахах пӗрчи

Янра, янра, чӑваш чӗлхи!

Пирӗн пуянлӑх — эс пурри!

Кашни сӑмах — ахах пӗрчи,

Кашни юмах — ырри пирки.

Анне алли пекех ҫемҫе,

Ҫуркунне пекех хитре,

Кайӑк юрри пек вӑратан,

Ылтӑн сӑмахпа пуян.

Тӑван киле ас илтерен,

Чун ыратӑвне пӗлен.

Юратупа тулать чӗре —

Ҫакӑн пек чӗлхе пӗрре!

Ҫепӗҫ, сӑпка юрри пек,

Эс — хирти сайра чечек!

Ташши, тӗрри, юррисем —

Вӑл пирӗн Чӑваш Ен, туссем!

Аталан та чечеклен,

Пуянлан та илемлен,

Чӗре ыйтакан чӗлхе,

Санпа пуласлӑх пит хитре!

Екатерина Миронова.

Тӑван чӗлхе

Уҫӑ шӑнкӑрав пек кӗмӗл саслӑн

Янӑратӑн эс, тӑван чӗлхем,

Санӑн сассуна ӑша хывсассӑн

Ҫуралать чунра вӗри хӗлхем.

Тутара тутар чӗлхийӗ кирлӗ,

Мӑкшӑ хӑй чӗлхишӗн савӑнать.

Эп чӑваш, мана чӑваш чӗлхиллӗ

Калаҫу чуна хумхантарать.

Лӑпкаса ачашшӑн илтӗнетӗн,

Йӑпататӑн эс, чӑваш чӗлхи.

Чӗрери сурансене сиплетӗн,

Пур-ши ҫӗр ҫинче санран пахи;

Чӑвашсем! Чӑваш чӗлхи —

                                         пуянлӑх!

Чӑвашсем! Ан манӑр чӗлхӗре!

Чӗлхене пӗлсен кӗтет пуласлӑх

Ҫут хӗвеллӗ, кӑмӑллӑ, хитре!

Эп _ чӑваш!

«Эп — чӑваш!» — мӑнаҫлӑн, анлӑн

Илтӗнет мӗнпур енчен.

Чӑваша тӳрех эс паллӑн%

Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен.

Тем те курнӑ, тем те тӳснӗ

Чӑвашсем аваллӑхра.

Пурпӗрех ҫӗкленнӗ, ӳснӗ

Пиҫӗхсе йывӑрлӑхра.

Халь ухмах чӑваш тееймӗн,

Малалла чӑваш утать.

Мӗскӗнскер тесе питлеймӗн,

Тӗнчене чӑваш тухать!

Нихӑҫан та варлас марччӗ

Тап-таса чӑваш ятне.

Чӑвашах пулса юласчӗ,

Сутас марччӗ чӗлхене.

Наталья Элине.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *