Вторник, 13 октября

Хаҫатҫӑсем те фронтра юн тӑкнӑ

Хаҫатҫӑсем те фронтра юн тӑкнӑ

Районти  колхозсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра мӗнле ӗҫленине ҫутатнипе пӗрлех фронтран килекен хыпарсене те пӗлтерсе тӑнӑ «Октябрь ялавӗ» хаҫат. Унти журналистсемпе типографи ӗҫченӗсенчен чылайӑшӗ малтанхи кунсенчех фронта тухса кайнӑ пулин те тылра  юлнӑ корреспондентсем хаҫата вулакан патне вӑхӑтра ҫитернӗ.

Ҫапӑҫури  шӑплӑх вӑхӑтӗнче ҫырнӑ хайлавӗсене Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ В.Викторов (Ҫиҫӗм Ваҫҫи)  тӑтӑшах ярса пама тӑрӑшнӑ.  Редакцин приказсен кӗнекинче вӑл 1942 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчен Рабочипе Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне тӑнине ҫирӗплетнӗ.

«…Халь пирӗн ҫирӗп каччӑ

Вӑрҫать Гитлер ҫарӗпе.

Турать вӑл —  маттур гвардеец

Тӑшмана ҫут хӗҫӗпе.

Хӗр ӗҫлет пӗр ывӑнмасӑр,

Ҫывӑрмасӑр ҫӗрӗпе.

Хӗрлӗ Ҫара пулӑшать вӑл

Хӑйӗн тӳрӗ ӗҫӗпе.

Тӑшмана ҫапса аркатӗ

Вӑйлӑ, паттӑр Хӗрлӗ Ҫар.

Паттӑр пулса килӗ

Каччӑ орденсем ҫакса…» — тет вӑл «Икӗ чун» сӑвӑра. Анчах та В.Викторов каялла редакцие таврӑнайман. Хирти Выҫли ялӗнчи С.Желудкин сӑвӑҫӑ та фронтра пуҫ хунӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра редакторта К.А.Акчурин тӑрӑшнӑ.  Корнил Александрович фронта  тухса кайсан  хаҫат редакцине П.А.Архипов ертсе пынӑ.  Пантелеймон Архипович та 1942 ҫулта салтак шинелӗ тӑхӑнса алла пӑшал тытнӑ. Редактор ҫумӗнче вӑй хунӑ Андрей Лукич Еремеева та вӑрҫа илнӗ. Вӑл Ҫӗнтерӳ кунӗччен ҫапӑҫу хирӗсенче пулнӑ. Ӑна 1950 ҫулта редактора  ҫирӗплетнӗ. 1952—1955 ҫулсенче районти «Октябрь ялавӗ» хаҫата ертсе пынӑ Николай Степанович Квасовӑн  ҫар тата вӑрҫӑ ҫулӗсем 1939 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен тӑсӑлнӑ. Ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫҫӑлтӑр ордена, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, нумай медальсене тивӗҫнӗ. Ун хыҫҫӑн редакторта ӗҫленӗ Виталий Степанович Стефинов та вӑрҫӑ участникӗ пулнӑ.

Вӑрҫӑ вучӗ тухнӑ ҫынсем мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Вӗсем хушшинче хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытакансем те чылайӑн пулнӑ. Ялкорсем ялсенче пулса иртекен ӗҫсем, хастар ӗҫченсем пирки пӗлтерсех тӑнӑ. Х.Ш. Минетуллин,  А.П.Артюшкин, Р.П.Моисеев, И.Е.Евгеньев,      Б.Г.Кокорев, В.В.Воронков тата ыттисем те хаҫатӑн чӑн-чӑн тусӗсем пулса тӑнӑ.

Хаяр вӑрҫӑ пур сийри ҫынсене те пырса тивнӗ. Ватти-ҫамрӑкки ҫапӑҫу хирӗсенче, тылра Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ. Хаҫатҫӑсем тата унӑн ҫывӑх тусӗсем те пирӗн пуласлӑхшӑн фронтра юн тӑкнӑ, пуҫӗсене хунӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *