Вторник, 13 октября

Концерт пулнӑ

Иртнӗ эрнере Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв концерчӗ иртнӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсене, мӑшӑрӗсемпе ачисене те йыхравланӑ.

Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче пӗлӳ илекенсем чуна пырса тивекен юррисемпе, илемлӗ ташшисемпе куракансене тыткӑнланӑ. Кадетсем бал ташшинче ҫаврӑннине те пурте киленсех пӑхнӑ. Ҫҫавӑн пекех уявра янӑранӑ вӑрҫӑ юррисем, чӑваш, тутар, китай, финн, авар, чикан халӑхӗсен ташшисем куракансен кӑмӑлне кайнӑ. 

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *