Вторник, 13 октября

Савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ

Комсомольски центрӗнчи лапамра майӑн 1-мӗшӗнче Ҫуркуннепе ӗҫ уявне савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ.

Мероприятие хаклӑ хӑнасем: Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ветерансен Канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев хутшӑннӑ.

Василий Петров пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ май Комсомольски округӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ, ӗҫчен те туслӑ ҫынсемпе пуян пулнине, аталану ҫулӗпе малалла утнине палӑртнӑ. Ыттисем те саламлӑ сӑмахсем ҫумне хутшӑнса пурне те ырлӑх-сывлӑх, телей суннӑ, ӗҫре те, вӗренӳре те маттур пулма хавхалантарнӑ.

Уявра уйрӑм юрӑҫсем, ачасен тата ҫитӗннисен пултарулӑх коллективӗсем юррисемпе, ташшисемпе пурне те савӑнтарнӑ.          

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *