Вторник, 13 октября

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв

Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн гербӗ, ялавӗ, гимнӗ пур. Вӗсем патшалӑх символӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

1992 ҫулта ЧР  Патшалӑх Канашӗн культура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссийӗ Республика символӗсен конкурсӗнче унта тӑратнӑ вун-вун вариантран чи ӑнӑҫлисене суйласа илнӗ. Ҫав ҫулхинех Э.Юрьев ӗҫӗсене, гербпа ялава тата И.Тукташ сӑввипе Г.Лебедев кӗвӗленӗ «Тӑван ҫӗршыв» юрра Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем тесе саккунпах йышӑннӑ.

Гербӑн та, ялавӑн та, гимнӑн та хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур.  Чӑваш Республикин ялавӗ тесен кашнин умӗнчех ҫутӑ сарӑпа  йӗпкӗн хӗрлӗ тӗслӗ вӗлтӗртетекен «тӑваткал» сӑнарланать. Сарӑ — хӗвел, ҫӗр ҫинчи пур чӗрӗ чуна та, ӳсен-тӑрана та пурнӑҫ парнелекен тӗс. Вӑл пуянлӑха, тӗрӗслӗхе, ӗненӗве, вӑй-хала пӗлтерет. Йӗпкӗн хӗрлӗ тӗс — чӑваш халӑх эрешӗсенче вӑй-хӑвата, хастарлӑха сӑнарлать. Ялаври сарӑ пай хӗвел айӗнчи анлӑша, йӗпкӗн хӗрли вара чӑваш ҫӗрне ӑнлантарать. Варринче авалхи чӑвашсен эмблемисенчен, «Пурнӑҫ йывӑҫҫинчен» тата «Виҫӗ хӗвелтен» тӑракан композици вырнаҫнӑ. «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тытӑмӗн шайлашулӑхӗ тӑван халӑх ҫутҫанталӑкпа килӗшӳллӗн пурӑнма кӑмӑлланине пӗлтерет. Унӑн никӗсӗ — йӑмӑх хӗрлӗ «уй». «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» икӗ туратран тӑрать. Асӑннӑ  пайрӑм Чӑваш республикинче пурӑнакан тӗп халӑха, чӑвашсене, палӑртать. Тӗп пайрӑм ик айккипе вырнаҫнӑ йӗпкӗн хӗрлӗ йӗрсем «туратсемпе» вӗҫленеҫҫӗ. Вӗсем тулай чӑвашӗсене (диаспорӑна) пӗлтереҫҫӗ. Йывӑҫ вуллипе пӗрлешмен «туратсем» Чӑваш Республикинчи ытти халӑх ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Унти 8 кӗтеслӗ виҫӗ  ҫӑлтӑр пурнӑҫ парнелекен тата тивлетлӗхе упракан хӗвел ҫутине сӑнарлать. 

Наци символӗсене кашнин пӗлмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *