Вторник, 13 октября

Строительсен ӗҫ вӗрет

2025 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри шкулсем пӗр расписани тӑрӑх ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗренекенсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗслев ӗҫӗсем малашне пӗтӗмӗшле вӑхӑтран 10 процент ҫеҫ йышӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех ирхи зарядка та ырӑ йӑла пулса тӑрӗ.

Шкулсем улшӑнусене хатӗрленнӗ вӑхӑтра Комсомольскинче пурӑнакансем ҫӗнӗ шкула туса пӗтерессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Кунта ӗҫ вӗресе тӑрать. Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн никӗсне тӑваҫҫӗ, путвал урайне бетон сараҫҫӗ, кирпӗч перегородкӑсем хӑпартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вырӑнти тасатакан сооруженисем, пусӑсем тӑвас ӗҫсем те малалла пыраҫҫӗ. Шывпа тивӗҫтерекен, хура шыва юхтарса кӑларакан, дренаж тытӑмӗсене тӑвасси те малалла пырать.

Аса илтеретпӗр, проекта 2026 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *