Понедельник, 23 ноября

Хунавсем лартнӑ

Хунавсем лартнӑ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм сачӗ» акци  пырать.

Унӑн тӗллевӗ — вӑрҫӑра вилнӗ  ҫынсене асӑнса  27 миллион йывӑҫ хунавӗ лартасси.  Апрелӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗр кунӗнче, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем тата историе упракансем округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗпе, вӗрентӳ пайӗн начальникӗпе Н.А.Комиссаровӑпа тата «Комсомольски округӗнчи  пограничниксен тӑванлӑхӗ» обществӑлла организацин членӗсемпе, ӗҫ ветеранӗсемпе пӗрле Комсомольскинчи Ӑрусен паркӗнче йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ. Вӗсем ӳссе пынӑҫемӗн  вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ салтаксем, тӑван тӑрӑха таврӑнсан мирлӗ ӗҫре ӗмӗрӗпех тӑрӑшнӑ ветерансем, тылра ырми-канми ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ҫынсем ҫинчен, вӗсен паттӑрлӑхӗ пирки  аса  илтерсех тӑччӑр.

Петр РОДИОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *