Вторник, 13 октября

Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре

Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре

Апрелӗн 14-мӗшӗнче «Кӗмӗл ӑру» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем «Ҫамрӑк гварди» организацин членӗсемпе пӗрле «Ҫӗнтерӳ чӳречисем» акцие хутшӑннӑ.

Аса илтеретпӗр, «Ҫӗнтерӳ  чӳречисем» — кашни ҫулах Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ирттерекен акци. Кӑҫал вӑл округра ҫамрӑк тата аслӑ ӑрусене пӗрлештернӗ. Вӗсем чӳречесене ҫӗнтерӳ символӗсемпе илемлетсе ветерансене тата Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ кашни ҫынна тав сӑмахӗсем каланӑ. «Ҫамрӑк гвардеецсем» ҫак кун маскировка сечӗсем тӑвас ӗҫе те хаваспах хутшӑннӑ.

Фронтри ентешсене пулӑшасси ҫинчен калас пулсан ялсенчи волонтерсен ӗҫне те палӑртса хӑварас килет. Акӑ, Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенчи хастарсен ӗҫ вӗрет. Ҫак кунсенче вӗсем 250-мӗш маскировка тетелне ҫыхса пӗтернӗ.

«Ҫак ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫынна тав тӑватӑп. Ку вӑл пирӗн ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн, никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешнӗ вӑхӑтра питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре. Эпир ҫӗнтеретпӗр», — уҫнӑ шухӑшне Владимир Воронов волонтер.

Ҫавӑн пекех Хырай ,нел ялӗнче пурӑнакан хастар ҫынсем те ҫак кунсенче салтаксене пулӑшас тӗллевпе, ҫӗнтерӗве ҫывхартса  201-мӗш маскировка тетелне ҫыхса пӗтернӗ.

Ытти ялсенче пурӑнакансем те кашни кунпа туллин усӑ курса салтаксене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ, маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ  тата ыттине те тӑваҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *