Пирӗн округра тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ӗҫре те пултаруллӑ, юрӑ-ташӑра та ӑста. Кашни халӑх ҫыннисем хӑйсен йӑли-йӗркине сыхласа, тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.
Маларах округра «Чӑваш пики — 2025» конкурс пулнӑччӗ. Иртнӗ эрнере вара Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Татар кызы — 2025» конкурс йӗркеленӗ. Унта округри шкулсенчи пултаруллӑ, илемлӗ 8 хӗр тупӑшнӑ. Вӗсене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова саламланӑ. Ҫакӑн пек мероприятисем халӑхӑн йӑли-йӗркине, историне, чӗлхине упраса аталантарас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Сумлӑ жюрине илемлӗ те маттур, хаваслӑ хӗрсенчен чи-чи лайӑххине суйласа илме те ҫӑмӑлах килмен. Вӗсем хӑйсемпе паллаштарнӑ май вӗренӳре те, обществӑлла ӗҫсенче те маттур, тантӑшӗсемшӗн шанчӑклӑ юлташ та пулӑшуҫӑ пулни палӑрнӑ. Тутар халӑхӗн апат-ҫимӗҫне те хатӗрлеме пӗлеҫҫӗ, юрра-ташша та ӑста тутар хӗрӗсем. «Дефиле» конкурса та тӗплӗн хатӗрленнӗ, капӑр тумтирсемпе куракансене килӗшӳллӗн паллаштарнӑ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ май Зарина Гибатдинова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) «Чипер хӗр», Диляра Алимова (Шурут вӑтам шкулӗ) «Илӗртӳллӗ хӗр», Рамина Сафиуллина (Урмаел вӑтам шкулӗ) «Ӗҫчен хӗр», Арине Гельметдинова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) «Килӗшӳллӗ хӗр», Ильназ Минуллова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) «Сӑмаха ӑста хӗр», Ландыш Ахметзянова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) «Интеллигентлӑ хӗр», Аделия Абульханова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ) «Ӑслӑ хӗр» номинацисенче ҫӗнтернӗ тесе палӑртнӑ.
«Татар кызы — 2025» ята вара Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вӗренекен Рилия Мирзетзянова ҫӗнсе илнӗ. Маттур вӗренекене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Гелия Гинатуллина.

