РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе тунӑ «ВОИН» центр Чӑваш Енре ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ. Ҫавна май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев курсантсемпе тӗл пулнӑ.
Пурӗ ҫӗршывӗпе ҫакӑн пек 21 центр пур. Пирӗн республикӑри уҫӑлнӑранпа нумай та вӑхӑт иртмен пулсан та вӑл тӳрех лайӑх старт илни курӑнать% пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе пирӗн центр чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Ҫак хушӑра 3000 курсантпа 270 педагог вӗренӳ курсӗ тухнӑ, 250 ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Ҫакӑ ҫамрӑксем патриотлӑх темипе питӗ интересленнине ҫирӗплетет. «ВОИН» центрта вӗсем вут-ҫулӑм, инженери тата тактика хатӗрленӗвне алла илеҫҫӗ, беспилотниксемпе ӗҫлеме, пӗрремӗш пулӑшу пама вӗренеҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, республикӑра патриотла воспитани ҫине нумай тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫамрӑк армеецсен, кадетсен юхӑмӗсем пирӗн вӑйлӑ аталаннӑ. Ачасене Тӑван ҫӗршыв, чыспа тивӗҫ пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗлме пулӑшакан мероприятисем ҫулсерен 1500 ытла иртеҫҫӗ.
Кӑҫалхи «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене 27 пин ача регистрациленнӗ. Ку иртнӗ ҫулхинчен 4 пин ача нумайрах. Патриотла воспитани енӗпе ӗҫлекен «Авангард» центр та ӳсӗмсем тӑвать. Ҫавӑн пекех ачасен кану лагерӗсенче те профильлӗ сменӑсем йӗркелеҫҫӗ. Сӑмахран, пӗлтӗр иртнӗ 2 профильлӗ сменӑна 700 ҫын хутшӑннӑ.
Ачасем мӗн пӗчӗкрен Тӑван ҫӗршыва юратса ӳсни, чӑн-чӑн патриот камне ӑнланни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Малашне те патриотла воспитани парасси аталансах пырӗ.
Олег Николаев,
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Ҫӗршыври кашни ҫын, уйрӑмах арҫынсем, Тӑван ҫӗршыва мӗнле хӳтӗлемеллине ӑнланни, кирлӗ пулсан ҫакна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пирӗн асаттесем, паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем пек тума пултарни пӗлтерӗшлӗ».

