Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче Виктор Тумаков воин-интернационалиста асӑнса волейбол турнирӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та вӑл хӗрӳ пулнӑ.
Ҫывӑхри ялсенчи спорт тусӗсем ҫӗнтерӳшӗн хастар кӗрешнӗ. Тӑманлӑ Выҫлинчи «Молодежка» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Асанкассинчен килнӗ команда иккӗмӗш пулнӑ. Тӑманлӑ Выҫли-2 команда виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, медальсемпе, призсемпе наградӑланӑ.

