2025 ҫул Раҫҫейре ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ячӗпе иртет. Ҫакна асра тытса Хырхӗрри тӗп шкулӗнче тӗрлӗрен мероприятисем пулаҫҫӗ. Яланхиллех вӗрентекенсемпе вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ: «окоп ҫуртисем» хатӗрлеҫҫӗ, салтаксем валли чӑлха-нуски, апат-ҫимӗҫ пуҫтараҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Салтаксене савӑнтарма пылак апат-ҫимӗҫ» («Сладости — солдатские радости») акципе килӗшӳллӗн ҫапӑҫусене хутшӑнакансене валли темиҫе курупка канфет-печени тавраш пуҫтарса ӑсатрӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалласа шкул ачисем «ҫар вӑййисене» хутшӑнчӗҫ. Ӑна физкультура вӗрентекенӗ Ю.В. Боровков йӗркелесе ертсе пычӗ. Вӗренекенсен пилӗк ушкӑнӗ тӗрлӗ тупӑшусенче вӑй виҫрӗ. Кунта канатпа «шыв» урлӑ каҫасси, хырӑмпа шуса пырасси, «лаша» урлӑ сиксе каҫасси, «аманнӑ» юлташа йӑтса чупасси, автомата салатса пуҫтарасси тата ытти енсемпе тупӑшма тиврӗ. Тӳресем — ҫак шкултан чылай ҫул каялла вӗренсе тухнӑ, ҫар службинче пулнӑ, хальхи вӑхӑтра патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан В.А.Нямуков тата Р.Н.Воробьев — тимлӗн сӑнаса пычӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ. Тӳресем вӗсене Хисеп хучӗсемпе парнесем парса саламларӗҫ.
Шкулта нумай ҫул йӑлана кӗрсе ирттерекен тепӗр пысӑк уяв — стройпа юрӑ юрлассин куравӗ. Ӑна шкулта вӗренекенсем чылай вӑхӑт хатӗрленсе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальхинче уява сумлӑ хӑнасем те ҫитрӗҫ. Вӗсем — Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков, право йӗркине сыхлакансен ветеранӗсен совечӗн председателӗ П.В.Лапшин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫарсенче службӑра тӑнӑ ветерансен округри совечӗн членӗсем В.Т.Павловпа Г.А.Ятманов.
Уяв Патшалӑх ялавне ҫӗкленипе тата гимнне юрланипе пуҫланчӗ. Шкул директорӗ Ю.П.Алексеев пуҫтарӑннисене пысӑк уявпа саламларӗ, ачасене ӑнӑҫу сунчӗ. Сумлӑ хӑнасем те саламланипе пӗрлех ачасене хавхалану сӑмахӗсем каларӗҫ. Куравра уйрӑмах 9-мӗш тата 8-мӗш класра вӗренекенсен ушкӑнӗсене пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ. Кӗҫӗн класранпах ҫакӑн йышши тупӑшусене хутшӑннӑ май, вӗсен хусканӑвӗсем ҫирӗп, хушнисене харӑс тунипе палӑрса тӑчӗҫ. Е.Чернова тата А.Белицкая командирсем те хӑйсен ушкӑнӗсене пӗр йӑнӑш тумасӑр ертсе пычӗҫ. Кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем хӑйсем пӗлнине кӑтартма тӑрӑшрӗҫ, аслисенчен кая юласшӑн пулмарӗҫ. Кашни ушкӑн хӑйнеевӗрлӗ тум тӑхӑнни те уява илем кӳчӗ.
Ҫакӑн пек мероприятисенчен пуҫланать те Тӑван ҫӗршыва юратасси, хамӑр халӑха хисеплесси, малашлӑх еплерех пуласси.
Галина Белкова,
вӗрентекен.

