Вторник, 13 октября

Кире пуканӗсем йӑтса тупӑшрӗҫ

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри шкул ачисем хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе ӑмӑрту пулса иртрӗ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, Чӑваш Республикин чемпионӗ, ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи  В.М.Гаврилов ҫамрӑк спортсменсене тупӑшура ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ, кашниех лайӑх кӑтартусемпе палӑрма тӑрӑшрӗ. Арҫын ачасемпе пӗрлех хӗрачасем те ҫӗнтерӳшӗн кӗрешрӗҫ. 50 килограмлӑ виҫере малти виҫӗ вырӑна Анастасия Тимофеева, Софья Воронова, Анна Казакова пайларӗҫ, 55 килограмм таранхи виҫере 1—3-мӗш вырӑнсене Элина Ибрагимова, Диляра Сафьянова, Дарья Арсентьева ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсем 8 килограмм таякан кире пуканӗсем ҫӗклерӗҫ. 60 килограмм таранхи виҫере Айназ Гималдинова, Анастасия Ефремова, Рамина Сатртдинова чи пултаруллисем пулчӗҫ. 65 килограмм таранхи виҫере Полина Порфенова пӗрремӗш, Алиса Прокопьева иккӗмӗш, Лилиана Хайбуллова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Вӗсем 12 килограмлӑ кире пуканӗсем йӑтрӗҫ.

 Арҫын ачасенчен 12 килограмлӑ кире пуканӗсене хӑйсен виҫисенче (50 тата 60 килограмм таран) Кирилл Ложков, Расиль Шарафутдинов, Дмитрий Жуков, Даниил Чумаков, Раиф Тукаев, Никита Захаров ытларах ҫӗклерӗҫ. 70 килограмм таранхи виҫере Михаил Иванов палӑрчӗ. Роман Григорьевпа Даниил Петров иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче пулчӗҫ. Расиль Гайнуллов, Даниил Ефремов, Александр Филиппов 75 килограмм таранчченхи, Айзат Ямалетдинов, Мухаммадазиз Махсудов, Камиль Ямалиев 80 килограмм таранхи виҫесенче малти вырӑнсене тухрӗҫ. 85 килограмм таранчченхи тата 85 килограмран та ытларах виҫе категорийӗсенче малти вырӑнсене Салават Камалиев, Илья Оленев, Иван Адикин, Никита Симаков, Егор Тумаланов, Артем Адикин тухрӗҫ. Вӗсем пӗр пӑтлӑ (16 килограмм) пукансене йӑтрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене тата Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *