Хирти Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Клавдия Николаевнӑпа Петр Леонтьевич Автономовсем мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрни февралӗн 1-мӗшӗнче 65 ҫул ҫитет. Вӗсем ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата вӗсен ҫемйисемпе, тӑванӗсемпе тимӗр туй кӗрекине ларма хатӗрленеҫҫӗ.
Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна Хир ти Шӑхасан ялӗнчех ҫуралса ӳссе хӑйсен юратӑвне тупнӑ. 65 ҫул каялла вара ҫемье чӑмӑртаса пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе пурӑнма тупа тунӑ.
65 ҫул… Вӑхӑт иртни сисӗнмест те иккен. Тин ҫеҫ илемлӗ сӑн-питлӗ, яштак пӳ-силлӗ ҫамрӑк хӗрпе каччӑ ҫемье ҫавӑрчӗҫ. «Ӑмсанса та савса пӑхса юлатчӗҫ килӗшӳллӗ мӑшӑр ҫине ял ҫыннисем», — тесе каласа параҫҫӗ вӗсене паллаканӗсем. Сӑмах май, вӗсем хитрелӗхне, сатурлӑхне халӗ те ҫухатман-ха.
Петр Леонтьевич март уйӑхӗнче 91 ҫул тултарать. 45 ҫула яхӑн вӑл машина рульне алӑран яман. 32 ҫул «Красный Октябрь» колхоз председателӗн В.А.Арсентьевӑн водителӗ пулса ӗҫленӗ. Миҫе пин ҫухрӑм чупнӑ-ши вӑл ҫак хушӑра, ӑҫта кӑна ҫитмен-ши! Килтен ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тухса кайнӑ та тӗттӗмленсен ҫеҫ таврӑннӑ. «9-мӗш, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ», «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ» паллӑсене тата «Ӗҫри хастарлӑхшӑн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ вӑл.
Клавдия Николаевна мӑшӑрӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех. Хӑйсем мӑшӑрланнӑ кун 89 ҫул тултарать. 37 ҫул хушши шкулта кӗҫӗн класри ачасене вӗрентсе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ҫӗршер ачана алран ҫавӑтса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ вӑл. Ырӑ та ҫепӗҫ кӑмӑллӑ вӗрентекен пӗчӗк шӑпӑрлансене ҫулран-ҫул вулама-ҫырма, шутлама, ҫутҫанталӑка упрама вӗрентнӗ. Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем тӗрлӗ професси суйласа илсе ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнче те вӑй хураҫҫӗ. Нумайӑшӗ хӑйсем те тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ, ҫапах та вӗсем пӗрремӗш учительне манмаҫҫӗ, час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ, уявсенче ӑшӑ саламсем яраҫҫӗ, тӗлпулусене чӗнеҫҫӗ. Клавдия Николаевна — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ, РСФСР ҫутӗҫ министерствин хисеплӗ ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Нумай ырӑ ӗҫ тунӑ вӗсем 65 ҫул хушшинче, ҫапах та чи сумлӑ та хисеплӗ ӗҫ вӑл кашни мӑшӑршӑн — ача ҫуратса пӑхса ӳстересси. Ку енчен мухтанмалӑх пур Автономовсен. Вӗсен виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр. Пур ачи те аслӑ е ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, хӑйсем юратса суйласа илнӗ профессипе ӗҫлеҫҫӗ. Пурте вӗсем ҫемьеллӗ, пурнӑҫра ура ҫинче ҫирӗп тӑраҫҫӗ. 9 мӑнукран саккӑрӑшӗ мӑшӑрланса ваттисене 13 мӑнмӑнук парнеленӗ.
Хурламаҫҫӗ ватӑсем хӑйсен пурнӑҫне. Мӗншӗн хурламалла-ха? Ачисемпе мӑнукӗсем ватӑсене юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Май пур таран вӗсене тӗрлӗ ӗҫ туса пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантараҫҫӗ. Пысӑк уявсенче, канмалли кунсенче яланах ашшӗ-амӑшӗн килӗнче пуҫтарӑнса савӑнаҫҫӗ. Кӳршӗ-аршӑпа туслӑ пурӑнаҫҫӗ Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна, ял ҫинче, округра хисепре. Кил-ҫурчӗ пысӑк та хӑтлӑ, ҫутҫанталӑк газӗ ӑшӑтать ӑна, кранран ӑшӑ шывӗ юхать, хура шыв вара урамах юхса тухать. Тата мӗн кирлӗ-ха ватлӑхра? Ачасене валли пуянлӑх мар, хамӑрӑн ырӑ ята хӑварасчӗ, теҫҫӗ вӗсем.
Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене пӗрле ҫӗнтерсе, савӑнӑҫне пӗр-пӗринпе пайласа, алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ сукмакӗпе утаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫемье институтне ҫирӗплетес тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн мӑшӑр Чӑваш Республика Пуҫлӑхӗн указӗпе «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫлӗ пулнӑ.
Уяв кӗрекине ларас умӗн аттепе аннене чаплӑ юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр. Пире пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑшӑн, вӑхӑтра ӑс парса вӗрентнишӗн ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав сӑмахӗ калатпӑр.
Ҫавӑн пекех юратнӑ аннене, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ асанне-кукамая, Клавдия Николаевнӑна, ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр.
АЧИСЕМ.

